АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăка пĕтĕмлетнĕ

06 декабря 2014 г.

"Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн 21-мĕш конференцийĕнче пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕчченхи тапхăрти ĕç-хĕлне тĕплĕ тишкернĕ тата регион политканашĕн йышне çĕнетнĕ.

Конференцие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Делегатсемпе чĕннĕ хăнасен умĕнче каланă сăмахĕсенче Михаил Васильевич партин Чăваш регион уйрăмĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне витĕмлĕ тỹпе хывнине, хăйĕн усăлăхне сăмахпе мар, ĕçпе çирĕплетнине палăртнă.

Тĕп доклада "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тунă. Кăçалхи çул политикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе палăрса юлать. Çитес çулта та вĕсем йышлă пулĕç. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли _ Чăваш Республикин Пуçлăхне пĕтĕм халăхпа сасăласа суйласси.

Уставпа килĕшỹллĕн конференци делегачĕсем регион политканашĕн йышне çĕнетнĕ, хастар ĕçпе палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика