АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени турăн _ явап тыт!

06 декабря 2014 г.

Юлашки çулсенче календарьте çĕнĕрен те çĕнĕ "кунсем" хушăнсах пыраççĕ. Коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун та ĕлĕкхисен йышĕнче мар. Ăна Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Ассамблейи çирĕплетнĕ тăрăх 2003 çултанпа раштавăн 9-мĕшĕнче паллă тума пикеннĕ. Шăпах çакăн хыççăн ĕнтĕ хамăр лексиконра çак сăмаха ытларах та ытларах усă курма пикентĕмĕр. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемшĕн вара вăл пысăк тема пулса тăчĕ.

Ку чухне вырăнта ĕçлекен хуçасем, пуçлăхсем начар мар шалу илсе тăраççĕ пулин те, ĕçлĕ çынсем, уйрăмах общество деятелĕсем укçашăн çуннă тĕслĕхсем çине-çинех пулни, çак сăлтавпа суд сакки çине ларакансем йышланни шухăшлаттаратех. РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи Руслан Шайхалов кăнтăр районĕсенчи журналистсемпе йĕркеленĕ брифингра шăпах хамăр тăрăхра коррупципе çыхăннă ĕçсем пирки калаçăва çи-вĕчлетрĕ. Преступлени тăвакансем вара саккун умĕнче пурте пĕр тан. Брифингри калаçуран вара пĕтĕмлетỹ тумалли пурах.

Çулталăк пуçланнăранпа районсем хушшинчи следстви уйрăмне укçашăн çуннă тĕслĕхпе çыхăннă 23 хыпар кĕнĕ. Вĕсем вара пурте суя е пĕр-пĕр çынна кураймасăр тунă утăмсем мар, 18-шĕнпе уголовлă ĕç пуçарнă, саккăрăшне вара кирлĕ йышăну тума суда ярса панă. Вĕсенчен служба ĕçĕпе çыхăннисем _ чи йышлисем. Хура ĕçсем хушшинче взятка пани те, ĕç вырăнĕпе тивĕçсĕр усă курни те, бюджет укçине тĕллевсĕр расхутлани тата ытти те пур. Коррупципе çыхăннă преступленисене укçа çине куçарсан сахал мар сумма пуçтарăнать: 3,8 миллион тенкĕ. Следстви вăхăтĕнче ăна следовательсем тавăрса партарнă.

Тĕл пулура çакна та палăртса хăварчĕç: укçашăн çуннă ĕçлĕ çынсем пирки пуçарнă уголовлă ĕçсем ытларах коммуналлă хуçалăх, строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр, агропромышленность комплексĕ, бюджет сфери тата ыттипе те çыхăннăскерсем.

Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ вырăнсенче патшалăх, муниципалитет органĕсенче, коммерци структуринче тăрăшакансем тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеччĕр, усал ĕçпе ан çыхланччăр тесе право йĕркине хураллакан ытти яваплă сотрудниксемпе пĕрле тимлеççĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика