АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫВЛĂХА АЧАРАН УПРАМАЛЛА

06 декабря 2014 г.

 Ачасем _ пирĕн пуласлăх тетпĕр. Çавна май патшалăх çемьене, амăшлăхне тата ачалăха хỹтĕлессине малти вырăна хурать. Йывăр çын хĕрарăмсене тата çуралнă ачасене 18 çул тултариччен тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшать.

Врач-педиатр стажĕ 30 çултан кая маррине шута илсе çакна та палăртса хăварас килет _ юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн программине модернизациленĕ май районти пепкесене пулăшу парасси палăрмаллах лайăхланчĕ. Акă, тĕп больницăри ача çуратакан уйрăмра талăкĕпех неонатолог, гинеколог-акушер дежурствăра тăраççĕ. Республикăри перинаталь центрĕпе тачă çыхăну тытнăран ачасен йăхран куçакан тата çуралнă чухнехи чирĕсене те вăхăтра тупса сиплеме май пур.

Федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программисене пула çитĕнекен ăру Мускаври, Санкт-Петербургри, Кироври, Пензăри Раççей Федераци центрĕсенче пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă кураять. Шупашкарта травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ хута кайни те пирĕншĕн лайăх. Асăннă центрсенче 2012-2013 çулсенче районти 57 ача сипленнĕ. Федераци программипе килĕшỹллĕн йывăр чирлĕ пепкесен сывлăхне çирĕплетме 2013 çулта 3-4 млн тенкĕлĕх эмел çырса панă.

Юлашки çулсенче районти тĕп больница та çĕнелсех пырать. Ача çураттаракан, хирурги, гинекологи, рентгенологи, клиникăпа лаборатори уйрăмĕсем хальхи вăхăтри хатĕрсемпе пуянланчĕç. Çавна май чир-чĕре пуçламăш стадинчех тупасси тата тĕрĕс диагноз лартасси лайăхланчĕ. Пациентсем тухтăр патне черет тăмасăрах, электрон регистрацийĕпе, йышăнăва кĕрееççĕ. Кашни врач умĕнче компьютер вырнаçтарнă.

Сывлăх сыхлавĕнчи улшăнусене пула район çыннисем ВОП кабинечĕсемлĕ врачсен çĕнетнĕ 6 амбулаторийĕнче тата пĕр участок больницинче хăйсене тĕрĕслеттереççĕ. Кĕске вăхăтрах ача-пăча консультацийĕн çĕнĕ çуртне тата модульлĕ фельдшерпа акушер 2 пунктне хута янине те палăртма кăмăллă.

Ашшĕ-амăшĕн вил тăприне ачисен таптамалла, теççĕ. Анчах пур чухне те ун пек мар çав. Районта пепкесен вилеслĕхĕ чакать пулин те пĕчĕккисем вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă тĕслĕхсем пур. Ытларах аслисен айăпĕпе (апат çитернĕ чухне пырне ларнипе, аварине лекнипе т. ыт. те) инкексем пулаççĕ.

2013 çулта çитĕннисемпе пĕрлех кĕçĕннисене те диспансеризаци кăларма пуçларăмăр. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр 8 пин ытла ача тухнă. Пĕтĕмлетỹ тăрăх сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене сипленме майсем туса панă.

Общество аталанса пынине ача çураласси, çын вилесси чакни кăтартать. Районта кăтартусем ку тĕлĕшпе аванланчĕç. Раççей Федерацийĕ, Чăваш Республики паракан курăмлă пулăшусем çакăнта пысăк витĕм кỹчĕç.

Сывлăх _ чи хаклă пуянлăх, тетпĕр, çакна пирĕн яланах асра тытмалла.

Л. ПЕТРОВА, врач-педиатр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика