06 декабря 2014 г.
Аслă Чементи вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси анлă сарăлнă. Çакă вĕренекенсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче малти вырăнсене йышăннинчен те палăрать.
Ачасен хул-çурăмĕ шăпах шкулта ăс пухнă вăхăтра тĕрекленет. Çавна май 1- 4 классенче вĕрентекенсем _ Л. Тимошкина, А. Лысова, А. Ананьева, З. Васильева _ "Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн" темăпа калаçу пуçарчĕç. Вĕренекенсем проектсем хатĕрлерĕç. 4 класри Е. Ежовăпа К. Селиверстрова "Шкул ачин сывлăхĕ мĕн чухлĕ таять?" темăпа тĕпчев ĕçĕ ирттерчĕç.
Пĕлỹ çуртне сукмак такăрлатакансен ашшĕ-амăшĕ те спортра маттур. Нумай пулмасть "Атте-анне тата эпĕ _ спортпа туслă çемье" ăмăрту йĕркеленĕ. Унта аслисемпе кĕçĕн класри ачасем хаваспах хутшăнчĕç. "Чи хăвăрт çемье" _ Фроловсем, "Чи туслă çемье" _ Селиверстровсем, "Чи пултаруллă, хастар тата тавçăруллă çемье" _ Ежовсем.
Спортпа туслашсан кун-çул вăрăмланать, чир-чĕр айккинче çỹрет _ çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç вĕренекенсем ăмăрту вĕçĕнче.
З. ВАСИЛЬЕВА. Аслă Чемен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)