АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăрту призерĕсем

06 декабря 2014 г.

 Мускав хулинче икĕ хутчен ирĕклĕ майпа кĕрешсе олимп чемпионĕ пулнă Иван Сергеевич Ярыгин ячĕпе ХI хут Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва пирĕн республика команди те хутшăнчĕ. Çак чыс 10 хĕр ачана тивĕçрĕ. Вăл шутран виççĕшĕ _ пирĕн ра-йон спортсменĕсем.

Ăмăрту икĕ куна тăсăлчĕ. 40 килограмлă виçере Ишлĕри тĕп шкулăн 7 класĕнче вĕренекен Ирина Смирнова малтанах ăнăçлă ăмăртрĕ. Иккĕмĕш кун çурма финалта Мускав хĕр ачине парăнтарса бронза медале тивĕçрĕ, виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Ирина хăйĕнчен виçĕ çул аслăраххисемпе кĕрешĕве кĕчĕ. Хĕр ача чăннипех те хăйĕн пултарулăхне, чăтăмлăхне кăтартрĕ.

Первомайскинчи вăтам шкулăн 9 класне çỹрекен Вероника Горшкова пурне те çĕнтерсе пырса финала çитрĕ. Каллех Мускав хĕр ачипе кĕрешсе иккĕмĕш вырăна тухрĕ, кĕмĕл медале çĕнсе илчĕ.

Ăмăртăва пĕтĕмлетни Красноярск тата Мускав командисем хыççăн чăвашсем виççĕмĕш вырăна тухнине палăртрĕ. Кашни хутшăнакан пăхăр медальлĕ пулчĕ. Пирĕн маттур хĕрсем Украина, Мускав (хулан иккĕмĕш команди), Мускав, Ростов облаçĕсен, Краснодар кĕрешỹçисен ушкăнĕсене кая хăварса пъедестал çине тăма пултарчĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер, команда представителĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика