АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инсультран сыхланăр

06 декабря 2014 г.

 Пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлсан инсульт пулать. Ăна сиссе те ĕлкĕрме çук. Вăл секкундпа е минутпа пулакан пулăм. Инсульт икĕ ушкăна пайланать: юн тымарĕсем пĕрĕнсе вăл япăх çỹрени тата пуçа юн кайни. Инкекĕн сăлтавĕ мĕнре-ха? Кунта эндогенлă тата экзоденлă факторсене палăртма пулать. Пĕрремĕшсене инсульт патне йăхран-йăха куçакан чир (ытларах чухне юн пусăмĕ ỹсет) пулни, арçынсене инсульт çамрăкрах чухне те аптратма пултарни, 55рен иртнисен сывлăхне упрама тăрăшманни, юн пусăмĕ ỹсни, холестерин шайĕ хăпарни, ытларах ỹт хушни, чĕре тата юн тымарĕсен чирĕ палăрни, сахăр диабечĕ илсе çитерме пултарать. Иккĕмĕшсене час-часах эмоци шайĕнче пăлханни, сайра хусканусем туни, сăра-эрехпе иртĕнни, пирус туртни, çут çанталăк пулăмĕсем хавшатаççĕ. Çавăнпа та кашни пациентăн çулталăка пĕр хутчен хăйĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттермеллех. Врач хушнă анализсене те памалла. Терапевт, кирлĕ пулсан невролог патĕнче пулни те вырăнлă.

Инсульт пулас умĕн çак паллăсем сисĕнеççĕ: çур пит, кĕлетке, алă-ура пỹрнисем çывăраççĕ, вăй-хал чакать, хусканусене иккĕленсе тăватăн, сăмахсене каласа яраймастăн, тытăнчăклă калаçатăн, япăхрах куратăн, пуç çаврăнать тата ыратать. Çаксенчен пĕр-иккĕшĕ палăрать пулсан та васкавлă пулăшу чĕнмелле. Кашни минут сирĕншĕн хаклă, пурнăçăра çăлса хăварма пултарать. Вăхăта тăсни инкек патне илсе çитерет те ĕнтĕ.

Инсульт пулнисене район больницинче сипленисĕр пуçне Канашри ятарлă пулăшу паракан центра ăсататпăр. Кăçалхи 9 уйăхра çак чирпе 72 çын аптранă. Вĕсенчен 60-шĕ Канашра сипленнĕ. Чир ытларах аслисене (70-80 çул) çулăхать.

Юлашки çулсенче вăл çамрăксене те "тиркемест". 72 çынран 16-шĕ ĕçе çỹрекен çынсем пулчĕç. Саккăрăн вилнĕ. Вĕсенчен çурри каллех çамрăкраххисем.

Участоксенчи терапевтсемпе пĕрле эпир чир ан çулăхтăр тесе профилактика тума тăрăшатпăр. Анчах кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Пуçа, юн тымарĕсене тĕрĕслеттерни никама та сиен кỹместех.

М. ПЛЕЧОВА, врач-невропатолог

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика