АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумтире суйласа илмелле

06 декабря 2014 г.

Ача йĕркеллĕ аталанса пынинче тата сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп ỹснинче унăн тумтирне гигиена ыйтнисене çирĕп пăхăнса туянни те сахал мар витĕм кỹрет. Çи-пуç тулашри япăх сывлăша ỹт патне ан ятăр тесе тăрăшмалла. Çавăн пекех вăл шалти ăшша сивĕре тытса тăма та пултартăр, ỹт температурине пĕр пек шайлаштартăр. Паллах, туянакан тумтир сывлăхшăн сиенлĕ те пулмалла мар. Шкул ачисем валли кĕпе-йĕм илнĕ чухне материал пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрмаллах. Кĕпесемпе кофтăсенче синтетика хутăшĕ 30-35 процентран, костюмсенче 55 процентран ытла иртмелле мар. Проценчĕ палăртнинчен те сахалрах пулсан тата та лайăхрах. Синтетика япаласен ĕмĕрне тăсать-ха, анчах вăл ача сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Унашкал пусма ỹте сывлаттармасть, çавна май тарлаттарать. Вара шăнса пăсăлса чире кайма пулать.

Çакăн тепĕр начар енĕ те пур. Синтетика хутăшĕ хăш-пĕр ачасене аллерги парать. Вăл пылесос евĕрех. Тусана е кирлĕ мар микроорганизма хăй патне туртса вĕтĕ шатра та кăларма пултарать. Синтетика çумне статистикăлла электричество пухăнать. Вăл ачасене çĕткелентерет. Вĕсен нерв системине хускатса тарăхтарать, ывăнтарать.

Çавăнпа та тавар туяннă чухне ăна ăçта кăларнине, вăл мĕнле материалтан тăнине, çунă, тасатнă май мĕнле сĕнỹсем кирлине яланах шута илĕр. Символĕсене пăхма ан манăр. Хими мелĕпе çеç тасатма май пур япаласенчен пăрăнса иртĕр.

Ача-пăча валли çĕлекен тумра çурри çăм, йĕтĕн е вискоз пулсан аван.

Суту-илĕве тухакан таварăн сертификачĕ те кирлех.

Е. ТИБАЙКИНА, гигиена тата эпидемиологи центрĕн врачĕн пулăшуçи.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика