10 декабря 2014 г.
ВУТ-ÇУЛĂМĂН чĕлхи яланах вăрăм. Вăл ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха пĕр шелсĕр кĕле çавăрать. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 32 хутчен (пĕлтĕр 42 пулнă) пушар тухнă, 1764900 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Вутра 4 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. "Хĕрлĕ автан" электрооборудованисемпе тĕрĕс мар усă курнăран _ 12 хутчен, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе _ 9, кăмакасем юсавсăррипе _ 5, ача-пăча шăрпăкпа вылянăран _ 1, вут чĕртнипе _ 1, тата ытти сăлтавсемпе 4 хутчен алхаснă. Ноябрьте пулнă 4 пушар та пỹрте хутса ăшăтмалли тата тĕтĕм тухмалли (дымоход) хатĕрсем эксплуатацилеме юрăхсăррипе çыхăннă. Çулталăк пуçланнăранпа çулăмпа кĕрешекенсен Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Турхан, Алманчă ял тăрăхĕсене ытларах кайма тивнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)