10 декабря 2014 г.
ÇЕМЬЕРИ чи пысăк савăнăçсенчен пĕри _ ача çурални. Кăçал районта январь-ноябрь уйăхĕсенче 433 пепке кун çути курнă, вĕсенчен арçын ачасем _ 238, хĕр ачасем _ 195. Сăмах май, Çырăнтару керменĕнче кăçал çуралнине ĕнентерекен документа пĕлтĕрхинчен 10 ытларах панă. Çĕнĕ "кайăка" пĕрремĕш хут _ 88, иккĕмĕшне _ 130, виççĕмĕшне 85 çемьере алла илнĕ.
Хальхи вăхăтра арçын ачасене ытларах _ Артем, Антон, Максим, Арсений, Илья, хĕр ачасене Аделина, Анна, Екатерина, Кристина, Азалия ятсем параççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)