АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнса ĕçле

10 декабря 2014 г.

Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин 2003 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн декабрĕн 9-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун.

Районти прокуратура сотрудникĕсем вара çулталăк тăршшĕпех коррупцие хирĕç кĕрешессине мала хурса ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен проекчĕсене коррупци енĕпе тĕрĕсленĕ. Çак тĕрĕслев вăхăтĕнче прокуратура ĕçченĕсем тăрăшнипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çын прависене, ирĕклĕхне пырса тивекен, çавăн пекех çĕрпе усă курмалли тата пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă нормативлă право акчĕсене саккун тăрăх пăхса тухса кирлĕ пек ылмаштарнă. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче патшалăх тата муниципалитет паракан пурлăхпа кирлĕ пек усă курманнине, администраци çурчĕсен пỹлĕмĕсенче предпринимательсем аренда ки-лĕшĕвĕсĕр ĕçленине тупса палăртнă. Укçапа çы-хăннă ĕçсенче те тĕрĕс-марлăхсем нумай пулнă _ бюджета кĕрекен укçан ытларах пайне касса витĕр кăларман.

Илсе кăтартнă тĕслĕх-сем Федераци саккунне пăсса пĕр çын (субъект) хăйĕн пайтишĕн тăрăшнипе çыхăннă. Çаксем пурте _ коррупци сферинче тунă преступленисем, ертỹçĕсемпе ытти специалистсем хăйсен ĕç вырăнĕпе усă курса патшалăха сиен кỹни. Иртсе пыракан 2014 çул-та район прокуратури коррупци енĕпе саккуна пăснă 123 тĕслĕх тупнă, 59 протест, 42 представлени çырнă, суда 13 иск тăратнă. Прокуратура постановленийĕпе 1 уголовлă тата 7 административлă ĕç пуçарнă.

"Вĕренĕн те вĕçĕ пур", _ тенĕ ваттисем. Вăрттăн ĕç хăçан та пулин çиеле тухатех. Ертỹçĕсем çакна шута хурса ĕçлесен çеç йĕрке пулĕ.

Саккуна пăснă тĕслĕх-сем çинчен пĕлтерме çак адреспа район прокуратурине пыма пултаратăр: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 20-мĕш çурт, телефон номерĕ: 6-25-49.

Ю. ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика