АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Влаç органĕсен алăкĕсем уçă пулĕç

10 декабря 2014 г.

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн декабрĕн 12-мĕшĕнче _ çĕр-шыв Конституцийĕн кунĕнче _ Пĕтĕм Раççейре халăха хăйĕн ыйтăвĕпе йышăнмалли кун иртет.

Вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Раççей Президенчĕн регионти йышăну пỹлĕмĕнче кунта килнĕ çынсен ыйтăвĕсене федерацин территори патшалăх влаç органĕсен, республикăри ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем е вĕсен уполномоченнăйĕсем, юристсем уçăмлатма пулăшĕç. Йышăнăва чĕрĕ черет мелĕпе йĕркелеççĕ, çумра паспорт е хăв кам пулнине ĕнентерекен урăх документ пулмалла.

Хăш-пĕр çĕнĕлĕх пур: енчен те йышăнăва пынă çыннăн ыйтăвне ку е вăл специалист хуравлаймасан, ăна вырăнтах профильлĕ ведомствăпа çыхăнтараççĕ. Кунта та ыйтăва уçăмлатаймасан, ыйтупа пынă çынна çичĕ кун хушшинче уншăн меллĕ вăхăтра йышăнаççĕ, хурава пĕрле шыраççĕ. Йышăну пỹлĕмĕсем ăçта тата мĕнле ĕçлени пирки патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен официаллă сайчĕсенче тĕплĕн пĕлтернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика