АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура вăйсене çул памалла мар!

10 декабря 2014 г.

 Çитес çул тĕнче историйĕнче манăçми йĕркесемпе çырăнса юлнă Тăван çĕр-шывăмăрăн Аслă вăрçи пирĕн халăхăн паттăрлăхне, пĕтĕçỹлĕхне пула Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитет.

Çĕр-шыв ăна чыслăн, тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленет. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен граждан обществин аталанăвĕн институчĕсен Общество канашĕ Шупашкарта ирттернĕ анлă ларăвĕ те çакна аван çирĕплетет. Ăна Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич уçнă тата ертсе пынă. _ Паян эпир пысăк улшăнусен тапхăрĕнче пурăнатпăр. Унччен тĕпре пулнă ăнлавсем те улшăнса, урăхланса пычĕç. Раççей каллех çав улшăнусен эпицентрĕнче тăрса юлчĕ, _ тенĕ Михаил Викторович ларăва уçнă май.

_ Паян пире, пирĕн патшалăха, пирĕн халăха тепĕр йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тивет: е эпир ыттисен умĕнче пуçа пĕкмесĕр пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, ачамăрсене ỹстеретпĕр, е Украинăри хамăрпа туслă халăх пек мĕскĕнлĕхе, çынлăха пусарса хунă туйăма чăтса ирттерме тивĕ. Фашизм сĕрĕмĕпе аташакансем каллех пуç çĕклесшĕн...

Чăннипех, 70 çул каялла малтан пĕр патшалăхра пулнă, хăйсене хĕрхенмесĕр хаяр тăшманпа çапăçнă, парăннă рейхстаг стенисем çинче "Эпир тăшмана тĕп турăмăр!" тесе çырнă ветерансем Аслă Çĕнтерĕвĕн сумлă юбилейĕ умĕн мирлĕ халăх вилесси, хуласемпе ялсем арканасси, неонацистсемпе бандеровецсем маршпа утасси çинчен шухăшлама пултарнă-и-ха? Паллах, çук!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сăмахĕ те витĕрỹллĕ янăранă. Вăл чăваш халăхĕн Аслă Çĕнтерỹри тỹпи пысăккине, мухтавлă ăрăвăн тăсăмĕ çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне чыслăн пурнăçлани, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыни, вĕсене социаллă пулăшу пани, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталавăвĕ çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа кăтартнă. Питĕ пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ çак тапхăрта: пĕтĕмпех каласа та пĕтереймĕн. "Пурнăçламалли татах нумай, эпир ăна пĕлетпĕр. Пĕрлехи вăйпа мĕн палăртнине пурнăçа пурпĕрех кĕртетпĕр", _ тесе вĕçленĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика