АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ канашлура паянхи кун ыйтăвĕсене хускатнă

10 декабря 2014 г.

 Тунти кун, декабрĕн 8-мĕшĕнче, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов райадминистрацин струк-тура подразделенийĕсен ертỹçисемпе тата ял тăрăх пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Унта РФ Президенчĕ В. Пу-тин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнчи задачăсене пурнăçлассипе ытларах ĕçлемелли, мирлĕ тапхăрта хăйсен тивĕçне пурнăçласа вилнĕ çар çыннисем пирки хатĕрлекен Асăну кĕнекин ал çырăвĕ патне тимлĕх уйăрасси çинчен калаçнă. Çавăн пекех Николай Иванович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине чыслă паллă тăвасси, хутмалли сезона инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси, районта тата республикăра тухса тăракан хаçат-журнала çырăнтарасси, район тата ял тăрăх бюджечĕсене пуянлатасси тата ытти пирки те хускатнă.

Хĕл çитнĕ май ял хуçалăх предприятийĕсенчи фермăри лару-тăрупа, техникăна управа лартнипе, çур акине хатĕрленме пикеннипе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков кĕскен паллаштарнă.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче 11 класра вĕренекен 288 ача Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне кĕме ирĕк паракан сочинени çырнă. Пирĕн районти пур вĕренекен те пĕрремĕш тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнине пĕлтернĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов.

Демографи лару-тăрăвĕ çинчен ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина каласа кăтартнă. Арçынсем вăтамран _ 64, хĕрарăмсем 76 çул пурăннине асăннă.

Финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова çулталăк финанс тĕлĕшĕнчен ăнăç-лă вĕçленсе пынине, декабрĕн 5-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕнче 2015 çул тата планланă 2016, 2017 çулсем валли хатĕрленĕ бюджета йышăнни пирки каланă. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджетне 539468,7 пин тенкĕ кĕнине палăртнă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика