10 декабря 2014 г.
Районти тĕп вулавăшри вулав залĕнче тĕслĕрен-тĕслĕ çипсенчен илемлетсе çыхнă тумтир, алса-чăлха, салфеткăсен тата ытти япаласен куравĕ ĕçлерĕ. Экспонатсем питĕ илĕртỹллĕ пулнă май кашни кĕрекен вĕсемпе кăсăкланчĕ. Çакăн пек хитре те яка çыхакан кам пулнине пĕлмешкĕн библиотекарьсенчен ыйтсах тăчĕç. Вулакансене çак хĕрарăмпа çывăхрах паллаштарас шухăшпа тĕл пулу йĕркелеремĕр. Вăл _ Галина Владимировна Тюлина. Хĕр чухнехи хушамачĕ _ Волкова. Нăрваш Шăхаль ялĕнче пысăк çемьере çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ _ Анастасия Васильевнăпа Владимир Степанович Волковсем _ пилĕк хĕр те 2 ывăл çуратса ỹстернĕ. Галя вара çемьере виççĕмĕшĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр Чĕмпĕр хулинче штукатур-маляра вĕренет. Анчах кунта нумай тăрăшаймасть, аллерги чирĕпе питĕ аптăранипе урăх ĕçе вырнаçать. Çĕмĕрле каччипе пĕрлешсе çемье çавăрать, пĕр ывăл çуратса ỹстерет. Анчах та мăшăрĕпе нумай савăнса пурăнаймаççĕ, çемье тем сăлтава пула арканать.Çĕмĕрле хулинче 20 çул пурăннă хыççăн Галина Владимировна чирлĕ ашшĕпе амăшне пăхма тăван яла таврăнать. Юхăна пуçланă кил-çурта çĕнетет, чирлĕ аппăшне те çунатти айне илет. Хăй çуратса ỹстернĕ ывăлĕ çитĕннĕ ĕнтĕ, Мускава ĕçлеме çỹрет. Ăш пиллĕ Галина вара 5 уйăхри арçын ачана усрама илет. Илья малтанласа чирлесех тăнă, анчах та амăшĕ тăрăшнипе самайланать. Хăйĕн ачине юратнă пек юратса ỹстерет ăна хĕрарăм.
Алă ĕçне вара Галина Владимировнăна амăшĕ _ Настя аппа _ пĕчĕк чухнех вĕрентнĕ. Ун чухне çыхмалли çипсене Чĕмпĕр облаçĕнчен ятарласа кайса илетчĕç-ха. Владимировсен хĕрĕсем те çынран юлман, туяннă çипсенчен ăшă кĕпесем, йĕмсем çыхнă. Яла пурăнма килсен вăхăчĕ сахал пулин те Галина чун юратнă ĕçне пăрахмасть, çыхать те çыхать. Укçа-тенкĕшĕн мар, çыхнă япаласене ытларах тăвансене е çывăх пĕлекенсене парнелет. Пĕр япалана пĕтериччен теприн çинчен шутласа та хурать вăл. Кỹршĕ-арши те Галинăна курса çак ĕç патне туртăнать. Каçсерен вĕсем пĕр-пĕрин патĕнче пуçтарăнса алă ĕç тăваççĕ, канашлаççĕ, сĕнỹсем параççĕ.
Çуртĕнче те хăйĕн аллипе ăсталанă япаласем нумай Галина Владимировнăн. Штукатур-маляра вĕренни ăна пурнăçра куллен пулăшса пырать. Ун пек алла "ылтăн" теççĕ. "Çемьепе мĕнле пулсан та илемлĕ те тирпейлĕ, хамăра килĕшекен кил-çуртра пурăнас килет", _ тет Галина Тюлина. Ун пек тума ăсĕ те, ĕçченлĕхĕ те пур унăн.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)