10 декабря 2014 г.
Районти патшалăх çул-йĕр инспекцийĕ кашни уйăхрах тĕрлĕ оперци, ятарлă вунăкунлăхсем ирттерет. Ку вăл пурте çул-йĕр культурине ỹстерессипе, çул çинче пулакан аварисен шутне чакарассипе çыхăннă. Сăмахран, иртнĕ уйăхра çеç "Транспортник" операци вăхăтĕнче вун пĕр водителе РФ КоАПăн тĕрлĕ статйипе вун пĕр протокол çырма тивнĕ. Вĕсенче çула тухакансем фарăсене çутма манни _ чи йышлă тĕл пулакан сăлтавсенчен пĕри. Операци вăхăтĕнчех инспекторсем хăрушсăрлăх пиçиххине çыхман, çул урлă каçакана ирттерсе яман, çул çитмен ачасене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе хỹтĕлемен тĕслĕхсемпе йĕркене пăсакансене айăпланă.
Ноябрь уйхĕнчех ГИБДД сотрудникĕсем "Дети" операци вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсен ячĕпе вун пĕр, "Должник" ятпа йĕркеленĕ ятарлă рейд вăхăтĕнче пилĕк çынна тĕрлĕрен статьяпа пăхăнманни пирки асăрхаттарнă, протоколсем çырнă. Çакнашкал яваплă кунсем декабрьте те иртĕç.
Вулакансене çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Урамра чăн-чăн хĕл кунĕсем пуçланчĕç теме те иртерех-ха. Çĕр çине хулăн юр çуса лартманнипе тĕттĕм каçсенче çутах та мар. Çавăнпа та çулсем çинче те пысăк хăрушлăх пур. Тепĕр чухне темиçе метртанах нимĕн те курăнмасть. Унсăр пуçне тата çулĕ пăрлак пулни те синкерлĕх кăларса тăратма пултарать. Çакна çула пуçтарăнакан кашни водителĕн асра тытасчĕ. Инкек пĕрре çеç пулать, унтан вара асăрханма та май пур.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)