АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх "лаша" йăрана пăсмасть

10 декабря 2014 г.

 Манăн алăра икĕ çул каялла "Россельхозбанкран" тивĕçлĕ канăва тухнă Г. Таракава аслă операционистăн ĕç кĕнеки. Вăл ытти çынсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: ĕçе илнĕ, урăх ĕçе куçарнă, тĕрлĕрен наградăна тивĕçнĕ тата ытти йĕркесем те шăрçаланнă унта. Чи кирли те пĕлтерĕшли вара урăххи _ Гельфия Кешафетдиновна 1977 çултанпа банк системинче çеç шут ĕçченĕн тĕрлĕ шайри должноçĕнче тăрăшни. Урăхла каласан 35 çул пĕр улшăнмасăр черетленĕ вăл ĕç çулĕсене! Апла пулин те ĕç ветеранĕ хăйĕн пирки сăпайлăн çеç калаçни унăн коллективри хисепне тата ытларах çĕклерĕ.

Мĕн ачаранах бухгалтер ĕçне кăмăллакан хĕр ача малтанах Улатăрти техникумран вĕренсе тухса тивĕçлĕ специальноç илнĕ. Малтанхи ĕç докуменчĕпе чиперкке тỹрех патшалăх банкне кассира вырнаçнă. Пилĕк стеналлă йывăç çурта хĕллехи çанталăкра икĕ хутчен вут хутса ăшăтнине аса илсен хăйĕн эмоцине пытараймарĕ: "Юлашкинчен вара тăваттăмĕш ертỹçĕпе çăтмахри пек условинче те ĕçлесе курма тỹр килчĕ...", _ терĕ вăл кăмăллăн.

Район центрĕнчи тĕп урамра темиçе çул каялла çеç хута кайнă ял хуçалăх банкĕ çак шая çитиччен самай çул иртнĕ темелле. Унăн ячĕ-шывĕ те куç умĕнчех тĕрлĕрен улшăнса пычĕ: "Агропромбанк", "Чувашсельхозбанк", "АКБ "СБС _Агро", 2001 çултанпа вара чăнах та район халăхне укçа-тенкĕ тĕлĕшпе тĕрлĕрен çăмăллăх паракан "Россельхозбанк" шутланать. Гельфия Кешафетдиновнан ĕмĕрĕн ытларах пайĕ, банк чĕлхипе каласан, клиентсемпе иртнĕ. Малтанласа вĕсем районти предприятисемпе çеç ĕçленĕ: порученисем янă, укçасем куçарнă. Тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче вара уйрăм çынсемпе тĕрлĕрен операцисене пикеннĕ. Каярахпа вара патшалăх халăх пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе программăсем кăларсан, вĕсен йышĕ пысăкланнăçемĕн пысăкланса пынă. Сăмах май каласан, кăçал çеç асăннă банк урлă хушма хуçалăха аталантарма патшалăх паракан çăмăллатнă кредитпа 627 çемье усă курма ĕлкĕрнĕ. Сумми те пĕчĕкех мар, 189 миллион тенкĕ. Районта вара паян унчченхи евĕр пĕр банк çеç мар. Кашнийĕнпех ял çынни çавнашкал çăмăллăхсемпе усă курнине шута илсен, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан ĕçчен халăх пуян та ытлă-çитлĕ пурăннине çирĕплетмеллех.

Банкир яваплă ĕçрен уйрăлни нумай вăхăт мар пулин те, пенсионер хăйĕн клиенчĕсене асăнмасăр хăвармарĕ. Фермерсенчен Р. Санзяпов, Е. Краснова, Е. Мартышкин, Ф. Чабатов, усламçăсенчен О. Лаврентьев, С. Ялуков тата ыттисем те пысăк хастарлăхпа патшалăх паракан кивçен укçапа усă курнине пĕлтерчĕ. Пуçаруллă хуçасем паян та банкăн кĕтнĕ хăнисемех.

Тĕл пулу вĕçĕнче Г. Таракова хăйĕн наставникне, вĕрентекенне ырăпа асăнмасăр хăвармарĕ. Вăхăтĕнче чылай çул хушши банк управляющийĕнче тăрăшнă Л. Егорова унăн пурнăç çулне уçаканĕ пулнине уççăнах йышăнчĕ ĕнерхи шут ĕçченĕ. Ăна пулах вăл хăйĕн карьерине те хăпартсах пынă. Ăста шут ĕçченĕ ку тĕлĕшпе хăй те çамрăксем умĕнче парăмра юлман. Çак сăн ỹкерчĕкре куракан С. Иванова тĕп экономистпа С. Селиванова операционист шăпах унăн вĕренекенĕсем. "Гельфия аппа хамăр ĕçре пирĕн пĕрремĕш учитель..." _ кăмăллăн пĕлтереççĕ вĕсем хăйсен шухăшне.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика