17 декабря 2014 г.
ТĂВАН çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа почта маркине тата унпа пĕрлех конвертне хатĕрлессипе конкурс старт илнĕ. Раççей Почтипе "Марка" издательство центрĕ виçĕ номинаципе йĕркелекен конкурса пахалĕç: 5 _ 17 çулхи ачасем, 18 çултан аслисем тата профессилле ăсталăх илнĕ специалистсем, ỹнерçĕсем. Çивĕч шухăшлă ĕçсене 2015 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 2, УФПС ЧР _филиал ФГУП "Почта России". Пирĕн районта та пултаруллă сăрă ăстисем сахал мар. Çавăнпа та çак çивĕч тупăшура вĕсен ĕçне те тивĕçлипе хаклĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)