17 декабря 2014 г.
Паян районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. В. Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвне, Чăваш Республикин çитес çулхи, планпа палăртнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджетне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш номерлĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" Указне тишкерчĕç. Çавăн пекех культура учрежденийĕсене аталантарас, пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, 2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çы-рăнтарас ыйтусем те айккинче юлмарĕç.
Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата инçетри ялсене тухса çынсемпе тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене татса пачĕç.
Районта иртнĕ информаци кунĕ пирки тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)