17 декабря 2014 г.
Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов: "Пирĕн Президентăн В.В. Путинăн кăçалхи Çырăвĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан чылай уйрăлса тăрать. Унăн сăлтавĕ вара _ юлашки тапхăрта тĕнчере те, Раççейре те нумай паллă событисем пулса иртни.
Президент пирĕн аслă патшалăхăмăра аталантарассинче чи лайăх та тĕрĕс политика тата экономика условийĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлемеллине палăртать. Ял хуçалăхне аталантарас ĕçре кадрсем хатĕрлес ыйтăва çивĕччисен шутне кĕртни те килĕшрĕ. Юлашки вăхăтра аслă пĕлỹ илнисен йышĕ ỹсрĕ, анчах та ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракан çынсем сахал. Хальхи саманара çĕнĕ техникăпа ĕçлекен дипломлă специалистсем çитменнине витĕрех курать Владимир Владимирович. Çавна май вĕрентỹпе практика яланах юнашар, пĕр тĕвĕре пулмаллине аса илтерет.
Çырура предпринимательлĕхе аталантармалли мерăсене уйрăммăн палăртнă. Бизнес аталаннă вырăнта ĕç вĕрет, пурнăç кĕрлет, çынсем кăмăлпа пурăнаççĕ. Çавăн пекех Президент Çырăвĕнче сывă çемье, сывă наци, экономикăри тĕллевсем, социаллă тытăмри лару-тăру паллă вырăн йышăнать. Çак лартнă задачăсене пурнăçламаллах пирĕн, ун чухне вара çĕр-шыв тата та пуянланĕ, вăйланĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)