17 декабря 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн 2013 çултанпа раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче _ çĕр-шыв Конституцийĕн кунĕнче _ Пĕтĕм Раççейре халăха хăйĕн ыйтăвĕпе йышăнмалли кун иртрĕ. Вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Раççей Президенчĕн Йышăну пỹлĕмĕнче Мускавра пурăнакансен, Чăваш Енри йышăну пỹлĕмĕнче кунта килнĕ çынсен ыйтăвĕсене федерацин территори патшалăх влаç органĕсен, республикăри ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем татса панă. Çак кунхине пирĕн район администрацийĕнче, вырăнти ял тăрăхĕсенче те уполномоченнăй çынсем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Çак кунхине çынсенчен 17 çыруллă ыйту кĕнĕ. Вĕсене пурне те палăртнă вăхăтра татса парĕç. Унсăр пуçне 57 çынна сăмахпа ăнлантарса хурав панă, йышăнăва çырăннă икĕ гражданин видеоçыхăну мелĕпе ЧР Сывлăх тата социаллă аталану Министерствипе тата Чăвашстат представителĕпе ыйтăвне татса панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)