АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК ГРАЖДАНСЕН АЛЛИНЧЕ _ ХĕРЛĕ ХУПЛАШКАЛЛĂ КĕНЕКЕ

17 декабря 2014 г.

 Çитĕнекен ăрăва патриотла тата гражданла воспитани парас тĕллевпе çĕр-шыв Конституцийĕн кунĕнче РФ миграци службин Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче вун тăватă çул тултарнă граждансене çĕнĕ паспортсем парса чыс тăвасси ырă йăлана кĕнĕ. Хальхинче те ăна асра юлмалла йĕркеленĕ.

Мероприятие миграци службин районсем хушшинчи уйрăмĕн начальникĕ Г. Сугутский, Çамрăксен парламенчĕн председателĕн çумĕ, районти территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ Д. Федоськин, "Молодая Гвардия Единой России" Çамрăксен обществăлла организацийĕн районти ертỹçи В. Горбунова хутшăннă, вун тăватă çул тултарнă каччăсемпе хĕрсене Раççей Гражданинĕ пулнине ĕнентерекен хĕрлĕ хуплашкаллă паспорта илнĕ ятпа саламланă, документ пĕлтерĕшĕ, гражданинăн ирĕкĕпе тивĕçĕ пирки тĕплĕн ăнлантарнă, пурне те асăнмалăх парнесем парса чыс тунă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика