АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк вĕçĕнчи ажиотаж ку е?…

20 декабря 2014 г.

 КАШНИ çулталăк вĕçĕнче тенĕ пекех халăх валли мĕн те пулин пăлханмалли сиксе тухать. Темиçе çул каялла хăш-пĕр çынсем, уйрăмах усламçăсем темелле, ажиотаж çĕкленипех миххи-миххипе тăвар илсе хуни те, хуратулпа ытти кĕрпесене хутаçĕ-хутаçĕпе туянни те асрах. Кăçал вара уйрăмах хуратул кĕрпин хакĕ хăмпă пек хăпарса кайни çеç çитмесчĕ-ха, çак эрнере перекет банкĕнчи клиентсемшĕн йывăрлăх йăтăнса анчĕ: картăпа тата кĕнекепе илекен укçасем пĕтсе лараççĕ текен пăлхану çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ-тĕр. Пирĕн район центрĕнче ун пек пăлханăвах сисĕнмерĕ, банкирсем офиса килекенсене лару-тăру пирки çийĕнчех ăнлантарса панă, укçапа çыхăннă операцисем йĕркеллех пынă. Долларпа евро хакĕсем таканари шыв пек чỹхенсе тăнă вăхăтра вара кирек кам та çак хыпаршăн шарт сикме пултарнишĕн те тĕлĕнмелле мар. Çапла мар-и-ха? Тарпа пуçтарнă укçана никамăн та çилпе вĕçтерсе ярас килмест.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика