АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хамăр ĕçе тĕплĕн пурнăçлар, малалла çирĕп утар"

20 декабря 2014 г.

Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов информаци кунне хутшăннисем умĕнче кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăва сỹтсе явнă чухне те çак шухăша темиçе хутчен те çирĕплетрĕ. Тезис вырăнне усă курнă сăмахсем уйрăмах паянхи кун кашнинех пырса тивнине те каларĕ. Çултан çулах халăхăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тĕрекленсе пыракан Патăрьелсемшĕн урăхла тĕллев пулма пултарайманнине те палăртмасăр хăвармарĕ.

Иртсе пыракан лаша çулталăкĕнче пĕтĕмлетỹ информаци кунĕн темисенчен чи пĕлтерĕшли _ РФ Президенчĕн Владимир Путинăн малашлăхпа çирĕппĕн утма тĕллев лартакан пĕлтерĕшлĕ Çырă-вĕ. Унпа пĕрлех информаци кунне хутшăннисем Чăваш Республикин çитес çулхи, планпа палăртнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджетне, Чăваш Республикин пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕ-шĕнчи 90-мĕш номерлĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" Указне тишкерчĕç, çавăн пекех культура учрежденийĕсене аталантарас, пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, 2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли халăха тивĕçлĕ те тĕрĕс информаци çитерме пултаракан хаçат-журнал çырăнтарас ыйтусене те хускатрĕç.

Чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов Раççей Элтеперĕн Çырăвне пысăк хак пачĕ. Президент çырăвĕнче сывă çемье, сывă наци, экономикăри тĕллевсем, социаллă тытăмри лару-тăру паллă вырăн йышăнать. Кунта предпримательлĕхе аталантармалли мерăсене те конкретлă палăртнă. Çĕр-шыв ертỹçи демографи туртăмĕ пирки те ырă шухăшсем каларĕ. Ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче республикăра Юхмапа Пăла тăрăхĕ кăтартуллисен шутĕнче. Ял аталанăвĕн тĕкĕрĕсенчен пĕри _ Шăнкăртам. Кунта çуллен çитмĕл çемье чăмăртанать, çĕр пепке çут тĕнчене килет. Йышлă "çемьене" вара патшалăх та, вырăнти влаç та тимлĕх уйăрать темелле. Республика тата район влаçĕсем ял тăрăхĕн социаллă сăн-сăпатне çĕнетме нумай укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Информушкăна хутшăннă республика представителĕсем те асăннă ял çĕкленĕвĕнче, аталанăвĕнче пĕчĕк бизнес тỹпи пысăк пулнине ахальтен асăнмарĕç пулĕ. Çĕр ĕçĕпе пурăнакансем юта кайса тар тăкмаççĕ. Шăнкăртамсем çур Хусана аш-какайпа тивĕçтереççĕ тени те тепĕр чухне çын ĕçленишĕн кĕвĕçнĕ пек çеç туйăнать. Кун пирки Николай Иванович Патăрьелсене Китайсенчен тĕслĕх илни пăсăклă пулманнине каларĕ. Нумай пулмасть Шăнкăртамра иртнĕ экономика форумне хутшăннă Китайри тутар вĕсен çĕр-шывĕнче пĕчĕк бизнеса явăçман çемье пулманнине çирĕплетсех калани чылай çыншăн тĕлĕнтерчĕ-тĕр. Çапах та аякри партнерсенчен вĕренмелли пурах. Мĕншĕн-ха паянхи кун пирĕн патăрта сăмахран, автомашинăна çутарнă е çỹç кастарнă чухне ик-виçĕ кун маларах черете çырăнмалла? Апла пулсан унашкал салонсем çитмеççĕ. Е тата ĕлĕкхи "Химчистка" е тата "Мунча" тесе çырнă афишăсем те архива çеç юлчĕç-ши? Район администраци пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче хамăрăн хыснана пуянлатас, халăх пурнăçне лайăхлатас тесен паянхи кун таппинчен юлмалла маррине, çынсене тĕрлĕрен çăмăллăхпа тивĕçтерекен çакнашкал цехсемпе салонсем уçмаллине каларĕ. Кун валли вара паллах, пуçаруллă та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те ăслă-тăнлă усламçăсем кирлĕ.

Информаци кунне кĕртнĕ иккĕмĕш ыйтупа _ республикăн çитес çулхи тата планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулхи бюджечĕсем, кашни отрасле аталантарма каякан укçа-тенкĕ пирки _ Чăваш Республикин финанс министерствин казначейство управленийĕн начальникĕ И. Смирнов тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Информаци кунне хутшăннисене Сывлăх министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ З. Григорьева тухса калаçнă сăмахсенчен ăша хывмалли те пайтах пулчĕ. Министерсво представителĕ Раççей Президенчĕ В. Путин Федераци Пухăвне янă Çырури шухăшсене тĕпе хурса республикăра чирлĕ çынсен, уйрăмах чи-чи пĕчĕккисен вилеслĕх шайне чакарас, халăха сывă та усăллă пурнăç йĕркисемпе çеç пурăнма хăнăхтарас ыйтусене хускатрĕ.

_ Раççейĕпе çыннăн вăтам ĕмĕрĕ 71 çул, республикипе _ 70,8. Çырура Владимир Владимирович 2015 çул _ инсульт тата инфаркт чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк пулнине каларĕ. Апла пулсан _ пирĕн, шурă халатлисен çулталăкĕ. Çавăнпа та чи пĕрремĕш фактор _ сывă та тĕреклĕ çемье малти вырăнта пулмалла. Ун чухне паянхи пек çулталăка та çитмен ачасем вилнĕ тĕслĕхсем те сахалланĕç. Кăçал çеç тĕрлĕ сăлтавпа республикăра çулталăка çитмен 24 ача вилни пуриншĕн те "чан" çапниех,_ терĕ вăл хăйĕн шухăшне çивĕчлетсе.

Республикăран килнĕ информушкăнри Чăваш патшалăх гуманитарĕ ăслăлăхĕсен директорĕ Ю. Исаев кашнийĕнчех ентешĕсен умĕнче атте-анне чĕлхипе тухса калаçнине палăртса хăварас килет. Хальхинче те вăл залра ларакансем патне хăйĕн шухăшĕсене чăн чăвашла, пысăк кăмăл-туйăмпа çитерчĕ. Вăл патшалăхăмăра упраса хăварас, ăна аталанма пулăшас тесен коррупципе çине тăрса кĕрешмеллине, çĕр-аннемĕрпе суту-илỹ тăвакан преступниксене чакарассипе патшалăх тата тимлĕрех ĕçлеме пуçланине каларĕ. Статистика кăтартăвĕсемпе 2008 _ 2010 çулсенче çакнашкал сăлтавпа 330 таса мар ĕç пулнă пулсан, хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Ентешĕсен çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртенипе пĕрлех Юрий Николаевич Патăрьелсене чылай ырă сĕнỹпе канашсем те пачĕ.

Яланхиллех информушкăнсем районти ялсенче пулса халăхпа курнăçрĕç, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. Вĕсенчен пĕр ушкăнĕ Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пулчĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика