АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсемпе _ çавра сĕтел тавра

20 декабря 2014 г.

Виçĕм кун, раштавăн 18-мĕшĕнче, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов республикăри, районти массăллă информаци хатĕрĕсен предствителĕсемпе çавра сĕтел тавра уçă калаçу ирттерчĕ.

Журналистсемпе йĕркеленĕ пресс-конференцире район ертỹçи иртнĕ çулхипе танлаштарсан Юхмапа Пăла тăрăхĕн кăçалхи çитĕнĕвĕсем, малашлăх плансем пирки калаçу пычĕ. Калем ăстисем иртсе пыракан çулталăкра туса çитереймен ĕçсем пирки те тивĕçлĕ хурав илчĕç.

Николай Иванович хăйĕн сăмахĕнче район тĕпрен илсен пĕр тикĕс аталанса пынине каларĕ. Тунă çитĕнỹсем, федераци тата республика программисене пурнăçласа район халăхĕ валли пурнăçланă ĕçсем пайтах: социаллă сферăра та, культурăра та, строительствăра тата ытти отрасльсенче те. Çав вăхăтрах район ертỹçи Патăрьелсем республикăра "пилотлă" регионсен шутĕнчех тытăнса тăрас тĕллевпе пурнăçламалли задачăсене те пытармарĕ. Вĕсенчен пĕри _ ял хуçалăхĕнче е промышленноçра хамăр туса илекен продукцисене хамăра тивĕçтерекен условипе вырнаçтарасси.

Пресс-конференцие Чăваш наци родиовĕн тĕрлĕрен пай пуçлăхĕсем, республикăри "Советская Чувашия", районти "Авангард" хаçат представителĕсем хутшăнчĕç.

Пресс-конференци хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ журналистсемпе Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче, "Красное знамя, "Корма" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕнче, Патăрьелĕнчи Александр Хлебников усламçă патĕнче пулчĕç, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе, çитĕнỹсемпе паллашрĕç.

Сăмах май каласан, çакнашкал пресс-конференцисем кашни районтах иртмелле, Патăрьелсем вара çĕнĕлĕхе пуçлакансем пулчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика