20 декабря 2014 г.
Мускавра "Урожай" спорт обществи Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕсене пĕтĕм-летнĕ.
Пĕтĕм Раççейри ку ăмăртусене спортăн 17 енĕпе йĕркелеççĕ, яланхи пекех вĕсем тĕрлĕ регионта ирттереççĕ. Çак чыса кăçал Чăваш Ен те тивĕçнĕ: Кукеç поселокĕнчи стадионта çĕр-шыври чи маттур кĕрешỹçĕсем, чупакансем тата хăвăрт утакансем вăй виçнĕ, вĕсем 29 медале тивĕçнĕ. Çавăн пекех ентешсем кире пуканĕ йăтакансен, вĕрен туртакансен, самбо, кросс, армспорт тата шашка турнирĕсенче малти вырăнсене йышăнса тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди пьедесталăн виç-çĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Тăван тăрăха вĕсем "Урожай" спорт обществин дипломĕпе тата кубокĕпе таврăннă. Хавхалантару парнисемпе ЧР спорт министрне Сергей Мельникова тата унăн заместительне Алексей Яковлева, ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Павлова, республикăри "Урожай" спорт обществин ĕç тăвакан директорне Екатерина Петровăна тата ыттисене чысланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)