20 декабря 2014 г.
Раштав уявĕсем кăмăла ан пăсчĕр Умра савăнăçлă та кăмăллă уявсем: Çĕнĕ çул, Раштав, Кăшарни... Вĕсем кăмăллă та тирпейлĕ, асра юлмалла иртсе кайччăр тесен, чăн малтан хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма тивĕ. Вĕсенчен пĕри вара вут-кăварпа, пушарпа çыхăннă.
Çак кунсенче Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи священниксемпе шăпах пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли йĕркесем пирки калаçăва çивĕчлетнĕ. Раштав типпинче кĕлĕ çурчĕсене уйрăмах халăх йышлă çỹрет. Ун пек чухне чиркĕве килекен кашни çын инкек тухма пултаракан сăлтавсенчен сыхланмалла.
Пухура тĕрлĕ прихут ертỹçисем умĕнче районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков, районти пушар чаçĕн сотрудникĕ Н. Назаров тухса калаçнă, районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă, уяв вăхăчĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки инструктаж ирттернĕ, огнетушительпе усă курма вĕрентнĕ.
Тĕл пулура священниксем вут-кăварпа çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)