АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-тăн вучахĕче

20 декабря 2014 г.

(Малалли. Пуçл. иртнĕ номерте) Шкул ĕçĕпе ача-пăча ỹстернисĕр пуçне Елена Петровна алă ĕçне ăста пулнă. Сцена çинчен юрă шăрантарнине епле манăн тата! Мăшăрĕпе пĕрле обществăлла ĕç-сенчен пĕрре те юлман. Ăна вăрçа ăсатсан çамрăк ачапа тăрса юлнă. Ĕçе те каймалла, фронта та пулăшмалла - мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши? Елена Петровнăн педагогикăри ĕç стажĕ _ 37 çул. Ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнни, музыкăна юратни, кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра та тĕплĕн туни ачисене те куçнă.

5. Çирĕп тымар _ çирĕп йывăç

Чăн-чăнах çирĕп йывăçсем пек ура çинче çирĕп тăраççĕ Антоновсен ывăлĕ-хĕрĕ. Тăхăр ача - тăхăр тĕслĕ. Пурне те тĕрĕс воспитании парас, ĕçчен те ырă кăмăллă çитĕнтерес тесе ырми-канми тăрăшнă. Улттăшĕ _ 4 ывăлĕпе 2 хĕрĕ _ ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ, пурте аслă пĕлỹ илсе вăрентекенсем пулса тăнă. Виçĕ пĕр тăван - Владимир, Юрий, Александр Антоновсем Çĕньял шкулĕнче ашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăснă. Вĕсем 35-шер çул ытла тăван шкулта ачасене пĕлỹ панă (халĕ пурте тивĕçлĕ канура).

Владимир Васильевич - математика учителĕ. Шкул директорĕнче 6 çул ĕçленĕ, 20 çул шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă. Пĕр вăхăт (1978-1985 çулсенче) "Знамя" колхоз председателĕн çумĕ, Патăрьел райĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ пулса вăй хунă. Владимир Васильевич профессипе кăна мар, кăмăл туртăмĕпе те ашшĕнех хывнă. Вăл ял, район, республика, патшалăх шайĕнчи ĕçсене активлă хутшăнать.Обществăлла ĕç ĕмĕрĕпех унăн чун апачĕ пулнă. 1970-1985 çулсенче Турхан тата Çĕньял ял совечĕн депутатне суйланă ăна, 1986-1987 ç.ç. - Патăрьел район совечĕн депутачĕ. 1968 çулта салтакран таврăннă аслă пĕлỹллĕ каччă Çĕньялти 8 çул вĕренмелли шкулта математикăна вĕрентме килет, çав çулах Çĕньялти культура çурчĕ çумĕнче художество пултарулăх ушкăнне ертсе пыма пуçлать. Ун чухне 80-120 çынлă "Знамя" колхоз хорĕ районта çеç мар, республика шайĕнче те кĕрленĕ, виçĕ пĕр тăван Антоновсем баян каланине ял çыннисем çеç мар, районта та асрах тытаççĕ.

(Каярахпа ятарлă аслă пĕлỹллĕ А. С. Шакин ертсе пыракан Çĕньялти юрăпа ташă ансамблĕ Мускавра та хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ).

Хора ертсе пынисĕр пуçне В. В. Антонов ялти пултаруллă çынсене пуçтарса драма кружокĕ йĕркеленĕ. "Артистсем" 30 çулта нумай спектакль лартнă: "Мăшăр çулхи туй" (авторĕ _ Н. Айзман), "Вĕçленеймен юрă" (Л. Родионов), "Нарспи" (К. В. Иванов), "Куккук çаплах авăтать" (Н.Терентьев), "Сиккасси хĕрĕ" (Н. Кузьмин), "Вутлă ункăра" (Макс Майн), "Кушар" (П.Осипов), "Айтар" (П.Осипов), "Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере" (Г.Терентьев), "Праски инке хĕр парать" (А.Чебанов) тата ыттисем те - пурĕ 15 пьесăна сцена çине кăларнă вăл, пурĕ 300 ытла çын хутшăннă унта...

1991 çулта çĕнĕ ушкăн - "Илем" фольклор ушкăнĕ йĕркеленет. Мĕн пуçласа паянхи кунчченех ăна Владимир Васильевич ăнăçлă ертсе пынипе ансамбль пысăк çитĕнỹсем тăвать, 1999 çулта вăл "Халăх фольклор ансамлĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хамăр районти пур ялта та пулса концертсемпе савăнтарнă ансамбль, çавăн пекех кỹр-шĕри Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче, Чĕмпĕр облаçĕнче, Тутарстанри чăваш ялĕсенче, Шупашкарти, Мускаври тата Санкт-Петербургри чăвашсен акату-йĕсенче пулса халиччен 300 ытла концерт кăтартнă ансамбль.

_ Купăс калама 4-мĕш класра вĕреннĕ эпĕ, _ каласа парать Владимир Васильевич. _ Çавăнтанпа юрă-ташăран уйрăлман. Ас тăватăп, çамрăк чух клубра ташă каçĕсенче пĕрер сехет ытла пĕр чарăнми купăс калаттаратчĕç _ пỹрнесем çине мăкăль тухичченех! Музыка - манăн пурнăç, чун уççи, кăмăл туртăмĕ... Халĕ Андрей ывăлăмăр купăс калать, мăнуксене те çак пултарулăх куçасса шанатăп.

Юрий Васильевич та _ математик. Вăл та Çĕньял шкул директорĕ, завуч ĕçĕсен йывăр лавĕсене чылай çул туртнă. Пĕр вăхăт районти вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Халь вĕренекен икĕ хутлă шкул çуртне туса вăхăтра хута ярас тесе çĕр çывăрмасăр тăрăшнă. Сĕтел-пукан, тĕр-лĕ оборудовани, ĕçре кирлĕ нумай пособи çи-телĕклĕ пултăр тесе ăçта кăна çитмен-ши? Хальхи вăхăтра шкулта хăтлă та пуян, вĕренỹ процесĕ валли çителĕклĕ хатĕрсем пур кабинетсем _ çакă вăл пĕтĕмпех Юрий Васильевич ырми-канми тăрăшнипе пулнă. Унăн мăшăрĕ те - Нина Матвеевна, пединститут пĕтернĕ хыççăнах ялти шкулта ĕçлеме тытăннă. Çавăнтанпах мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен 33 çул тăван шкулта математика вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те вĕсем хăйсен предметне тарăннăн пĕл-нипе, ачасен психологине тĕрĕс ăнланнипе, уроксене тĕрлĕ енлĕ те интереслĕ ирттернипе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Çавăнпа та ачасем вĕсен урокĕсене юратнă, математика йывăр предмет пулнине пăхмасăрах - кĕтнĕ. Юрий Васильевич та, Нина Матвеевна та обществăлла ĕçсенчен нихăçан та пăрăнман, 20 çул ытла ялти халăх хорĕн активлă членĕсем пулнă: Юрий Васильевич - баянист, Нина Матвеевна - солистка.

(Малалли пулать)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика