20 декабря 2014 г.
Халăхăмăрăн авалтан упранса юлнă юрă-сăвă, шỹт-такмак чун илĕртмĕшĕ шутланаççĕ. Вĕсем пурте чăваш çыннин кун-çулне, чун-чĕринчи шухăш-кăмăлне, ĕмĕт-тĕллевне, юратăвне уçса параççĕ. Еплерех пуян Патăрьел ен туй-çăнăхта (çĕн хăта), хĕр йĕрри, такмак, пил сăмахĕ, салтак, улах, çăварни, мăнкун (рет), вăйă юррисемпе! Çакна ĕнентерсе вĕренекенсем хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен, аслашшĕ-асламăшĕнчен, кукашшĕ-кукамăшĕнчен, кỹршĕри ватăсенчен ыйтса авалтан упранса юлнă, калама çук çак пысăк пуянлăха çыра-çыра илчĕç, альбомсем йĕркелерĕç. "Çав юрăсен ĕмĕрĕ иртрĕ ĕнтĕ, вĕсем кама кирлĕ?" _ текенсем те тупăнкалаççĕ. Ку шухăша хирĕçлекен вĕренекенсем ытларах пулни кăмăла çĕклет, ĕçлеме хавхалантарать.
Витлешỹ такмакĕ тесен пирĕн умра ача-пăча, урам, вăйă-кулă тăрать. Çак такмаксем пире пĕрре култараççĕ, тепре йĕртеççĕ. Витлешỹ такмакĕсене усă курмасăр никамăн та ачалăхĕ иртмест. Пирĕн асатте-асанне, атте-анне каланă витлешỹ такмакĕсем паян та пурăнаççĕ. Халĕ ача-пăча çĕнĕрен те çĕнĕ такмаксем шутласа кăларать.
Пирĕн вара киввисене манма юрамасть. Çĕннисене те вĕренмелле. Унсăрăн хамăр тăрăхри ача-пăча сăмахлăхĕ чухăнланса хăйĕн йĕрне çухатма пултарать. Патăрьел тăрăхĕнчи ялсенче анлă сарăлнă витлешỹ такмакĕсене пуçтарнă май этемĕн тавракурăмĕ, чĕлхи çав тери пуян пулнинчен тĕлĕнмелле. Витлешỹ такмакĕсене кĕнекене вырнаçтармасăр мĕнле чăтмалла!
Анатри чăвашсен халăх юррисемпе паллашса, вулакансем унта хăйсене килĕшекеннине тупасса шанас килет. Çакă вара хамăр сăмахлăха мăнуксем валли упрама хавхалантарĕ.
Г. ХЛЕБНИКОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)