АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Екатерина Конузина

22 декабря 2014 г.

Ой-яй-йа-я-ра-айя-йа-ра

Çỹлте тăри вĕçет

Ай, куртăра?

Иван туйĕ килет

Куртăра?

Ĕçĕрсене пăрахса

Ай, килтĕр-и?

Туй юрринчен çăмăл

Ай, юрă çук.

Ял-ял тавра чупса

Эп çаврăнтăм.

Хĕрлĕ улмисене

Ай, шыраса.

Çак ял тавра чупса

Эп çаврăнтăм,

Хăта-тăхлачсене

Ай, шыраса.

Шыв хĕррипе пилеш

Ай, ỹсет-çке.

Çупкăм-çупкăм шыва

Ай, ỹкет-çке.

Пĕрчĕн-пĕрчĕн юхса

Ай, каять-çке.

Ача чух выляса

Ай, кулнисем

Шухăшăмра çеç тăрса

Ай, юлать-çке.

Шап-шур иккен çĕмĕрт

Ай, çеçкисем

Илем кỹреç иккен

Ай, вăрмана.

Çаксем иккен пирĕн

Ай, хăтасем

Кỹреç иккен туйăн

Ай, илемне.

Уртăш йывăç пулать

Ай, кăранташ,

Çичĕ ютран пулать

Ай, хурăнташ.

Упи упаленет

Ай, çуришĕн,

Иван упаленет

Арăмшăн.

Патăрьел туйĕ килчĕ

Ай, куртăр-и?

Курсан курса юлăр

Ай, каятпăр.

Юрлăр, ташлăр çĕре

Ай, кисретсе

Туй вăхăчĕ иртсе

Ай, кайиччен.

Матурах та маттур

Ай, ачи пур.

Кинĕмĕр чĕкеç пек

Ай, чĕвĕлти.

Хăта-тăхлач пăхса

Ай, ытарайми.

Юрлăр-ташлăр, савăнăр

Ай, тăвансем.

Юрласа параканĕ: Л. Николаева, Упамса _ Патăрьел.

Çырса илекенĕ: Екатерина Конузина

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика