20 декабря 2014 г.
Вир пăттинчен çăмăл, ай, апат çук.
Туй юрринчен çăмăл, ай, юрă çук.
Чĕкеç вĕçсе кайрĕ, ай, куртăра?
Юхма туйĕ килчĕ, ай, куртăра?
Ĕçĕрсене пăрахса, ай, килтĕр-и?
Ачи маттур, ай, Иван пур,
Кинĕмĕр майра пек Анюк пур.
Шап-шур иккен çырла, ай, çеçкисем
Кỹреç иккен çаран, ай, илемне.
Маттур иккен Патăрьел, ай, ачисем,
Кỹреç иккен туйăн, ай, илемне.
Юрласа параканĕ: Р.И. Хлебникова, Патăрьел. Çырса илекенĕ: Ирина Хлебникова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)