АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пил сăмахĕ

20 декабря 2014 г.

Эй, ачамсем! Эсир авалхи йăлапа аçупа аннỹн аслă кĕреки умне тăтăр!

Ĕмĕр мăшăрпа пурăнмалла пултăр! Мĕн ырри сире пултăр! Пил сире!

Ваттисене сума сăвăр, хисеплĕр. Ват çынпа ватă пек пулăр, çамрăкпа çамрăк пек пулăр. Килен-каяна çăкăр-тăварпа кĕтсе илĕр. Вăрман пек аслă пулăр, хир пек тулăх пулăр. Килти сăмаха тула илсе ан тухăр, тулти сăмаха киле илсе ан кĕрĕр. Ылтăн-кĕмĕллĕ, кĕмĕл-мерченлĕ çи-пуçлă пулăр. Сак тулли ача-пăча пултăр. Килĕр тулли йыш пултăр, телейĕ пултăр çуртра! Турă телей патăр. Пехил сире!

Каласа параканĕ: В. А. Чернова, Татмăш. Çырса илекенĕ: Рена Филиппова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика