АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сава

20 декабря 2014 г.

Алексантăр _ сик Сантăр,

Кăмака çинчен сиксе антăр.

Апат çиме малтан пулсан,

Ĕçлеме вара наян.

Йăван, Йăван, йăваланчăк

Хăйма çиме хыпаланчăк.

Кăнтăр-кăнтăр Кенати,

Хĕр вăрлама кайнă тет,

Çуни шăтăк пулнă тет,

Хĕрĕ тухса ỹкнĕ тет,

Макра-макра шырать тет,

Ăна упи тупнă тет.

Хĕветĕр, Хĕветĕр, Сана аçу хĕнетĕр.

Эх, Çемен, Çемен,

Çичĕ кун çимен.

Унăн арăмĕ наян,

Апатне те пĕçермен.

Эх, тусăм, Кĕркури,

Сан кутунта йĕм пур-и?

Хăрах пĕççине касса илсе

Премĕк илсе çиер-и?

Ваççа-каççа,

Кĕпер урлă каçса,

Çуллă пăтă çисе

Кашăк аври хуçса.

Каласа параканĕ: В. А.Чернова, Татмăш. Çырса илекенĕ: Рена Филиппова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика