24 декабря 2014 г.
ХĔЛЛЕХИ МИКУЛА хыççăн чăн-чăн хĕл çитессе шанни кăлăхах пулчĕ. Канмалли кунсенче çуркуннехи евĕр çумăр шăпăртатни каллех ырă патне илсе çитермерĕ: кăшт шăнтнă хыççăн утма çулсем кĕленче евĕр яп-яка йăлтăртатса выртаççĕ, хăть коньки сырса тух! Район центрĕнчи тротуарсене хăйăр сапса йĕркене кĕртменрен тунти кун ирхине çынсем аран-аран шукаласа ĕçе утнинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар. Çурăм çине çаврăнса ỹкесси çеç вĕт!.. Ун пеккисем вара юлашки кунсенче çине-çинех пулнă, ал-урине мăкăлтанă çынсем чылайăшĕ район больницинех çакланнă.
Районти травматологи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вырсарни кун çеç васкавлă пулăшупа килнĕ пилĕк çынна çак уйрăма сипленме хунă. Вĕсен пурин те пĕр диагноз темелле: кĕлетки сусăрланни, тĕрлĕ шăмă хуçăлни. Декабрĕн 22-мĕшĕнче те шурă халатлисем кăнтăрлачченех тепĕр виçĕ çынна çак сăлтавпа сипленме вырнаçтарнă. Вĕсенчен пĕри Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачи-мĕн. Хальхи вăхăтра травма уйрăмĕнчи 25 вырăнлă палатăсем пурте лăк тулли, пушă вырăн пулманран тухтăрсем чылай пациента гипс хунă хыççăн килĕсене яраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)