24 декабря 2014 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен тата çĕр-шывсен хушшинчи гуманитари ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин (Россотрудничество) ертỹçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă.
Тĕл пулура Константин Косачев Россотрудничество тата Чăваш Ен республикăн чикĕ леш енчи интересĕсене тỹрре кăларас, инвестицисем тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлени çинчен каланă. "Россотрудничествăшăн федераци субъекчĕсемпе алла-аллăн ĕçлесси тĕп вырăнта, мĕншĕн тесен Раççей _ регионсенчен, хуласенчен, ялсенчен тăракан аслă çĕр-шыв, шăпах вĕсем _ Раççейĕн чăн сăнарĕ", _ тенĕ агентство ертỹçи.
Республика Пуçлăхĕ Константин Косачев тĕрлĕ постра ĕçленĕ май Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнине палăртнă, ăна Чăваш Республикин Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи представителĕн пушаннă должноçне йышăнма сĕннĕ.
Константин Косачев Михаил Игнатьева тав тунă, сĕнĕве йышăннине палăртнă. "Сăмах пĕр-пĕр урăх регион пирки пынă тăк _ иккĕленĕттĕм пуль. Анчах Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш Тăван çĕр-шыв пулса тăчĕ. Шаннăшăн тавах, эпĕ шанăçа тỹрре кăларма хатĕр", _ тенĕ вăл.
Тĕл пулăва вĕçленĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Константин Косачева РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн _ Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕн полномочийĕсене парасси çинчен калакан указа алă пуснă.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)