АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта _ бюджет ыйтăвĕ

24 декабря 2014 г.

Тунти кун, декабрĕн 22-мĕшĕнче, район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă. Ларура районăн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕсем пирки депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен ыйтăва пăхса тухса çирĕплетнĕ.

2014 çулта район бюджечĕн калăпăшĕ сĕннĕ проектпа килĕшỹллĕн тупăш пайĕпе 15747,2 пин тенкĕ ỹсет.

Район бюджечĕн расхучĕсем 17105,7 пин тенкĕ ỹсеççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ноябрьти постановленийĕпе килĕшỹл-лĕн Патăрьел район бюджетне культура учрежденийĕсене комплекслă аталантарма оборудованисемпе тивĕçтерме Хирти Пикшик тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсем валли 400-шер пин, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта физкультурăпа спорта аталантарма 880 пин тенкĕ хушма укçа кĕнĕ.

Улшăнусене кĕртнĕ хыççăн 2014 çулхи район бюджечĕ çапла: тупăшсемпе _ 606,9 миллион тенкĕ, тăкаксемпе _ 613,6 миллион тенкĕ, дефицит (тăкаксем тупăшран ытларах пулни) _ 6,7 миллион тенкĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика