АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-тăн вучахĕ умĕнче

24 декабря 2014 г.

Малалли.

Ю. Антонов тата нумай çулсем хушши малтан комсомолецсен, кайран коммунистсен политвĕренĕвĕн пропагандисчĕ пулса ĕçленĕ. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ĕçе тỹрĕ кăмăлпа та пархатарлă пурнăçласа пынăшăн вĕсене иккĕшне те "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ят панă.

Александр Васильевич Антонов - черчени, рисовании, технологи учителĕ. Ĕç стажĕ - 35 çул. "Ылтăн алăллă" теççĕ ун çинчен пурте. Чаплă художник, ăста столяр, пултаруллă маçтăр - кирек мĕнле ĕç те ун аллинче вĕресе тăрать. Хăй мĕн пĕлнине ĕç урокĕсенче ачасене вĕрентнĕ, йывăçран, тимĕртен, тăмран тата ытти материалсенчен ăсталанă япаласем пурне те тĕлĕнтереççĕ. Ахальтен мар ун вĕренекенĕсем республикăра технологипе ирттернĕ олимпиадăра лайăххисен шутĕнче. Шкула кĕрсен вĕренỹ кабинечĕсен алăкĕсене илемлетнине кашниех асăрхать. Александр Васильевич ертсе пынипе ачасемех ăсталанă вĕсене. Кунти краеведени музейĕн пỹлĕмĕсене те А. Антонов илемлетнĕ. Юлашки çулсенче Геннадий Айхи музейне йĕркелес тесе нумай тăрăшрĕ. Халĕ кашни килекен ун пархатарлă ĕçне курса хаклать. Ĕçне кура - хисепĕ, Александр Васильевич та "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пушă вăхăтра алла купăс е баян тытать те _ пỹлĕм тăрăх çепĕç кĕвĕ саланать.

Мария Куприяновна Антонова (унăн мăшăрĕ) ялти шкулта 31 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Çăмăл мар аслă вожатăй ĕçĕ: ачасем ялан çĕнни кĕтеççĕ. Мария Куприяновна вара ялан шыравра. Е ачасемпе тĕрлĕ вăйă ирттерет, е пĕр-пĕр класра ташă вĕрентет, е вĕренỹре хавхалантармалли майсем шырать, е вăрмана похода ертсе каять - пĕр пушă вăхăт та çук ачасен кичемленсе ларма. Çĕр-шыври ача-пăча организацийĕсем саланса пĕтсен те пирĕн шкулти ачасем хăй еккипе каймарĕç, кĕçĕннисем "Çеçпĕл çеçкисем, вăтаммисем "Çĕньял ачисем" ушкăна пĕрлешрĕç. Кунта, паллах, Мария Куприяновна тỹпи пысăк. Ачасемпе чунне парса ĕçленине кура ăна тĕрлĕ çул-та наградăсем панă: ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти (1979 ç.), ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн "Пионерскому вожатому" значокĕ (1980 ç.), ЦК ВЛКСМ "Ĕçре палăрнăшăн" значокĕ (1987 ç.), КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти (1987 ç.). Чи пысăк награда вара - вăл воспитани панă ачасем тĕл пулсан шкул пурнăçĕн чи савăк саманчĕсем çинчен хавхаланса аса илни, тĕрĕс çул çине кăларнăшăн тав туни!

6. Ырă вăрлăхран - ырă çимĕç

Çакна каласа хăвармалла: Василий Сергеевичпа Елена Петровнăн ывăлĕ-хĕрĕ кăна мар, мăнукĕсем те вĕсен йăли-йĕркине пĕтме памаççĕ. Антоновсен йышлă çемйинче пурĕ 22 çын хăйĕн пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Вĕсен педагогикăри ĕç стажне пĕрле шутласан 500 çултан та иртсе кайнă. Паянхи кун ялти шкулта мăнукĕ Татьяна Владимировна кĕçĕн классене пĕлỹ парать, ĕç стажĕ 18 çул.

Ялта Антоновсем - хисеплĕ çынсем. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, калама çук сăпайлă, ырми-канми ĕçчен, ытарайми çепĕç саслă, кирек хăçан та тарават - вĕсен çемйисен лайăх енĕсем пирки каласа та пĕтереймĕн. Йышлă çемьесен тепĕр уйрăмлăхĕ вăл - пурте музыкăна юратни, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама пĕлни. Çак туртăм йăхри пур çынра та пур: Çĕньялти Антоновсенче те, Тутарстанри Антоновсенче те. Ахальтен мар çемье ансамблĕсем Чăваш Енре те, Тутарстанра та палăрнă: "Янра, хут купăс!" конкурсра, тĕрлĕ фестивальте. Çакна çемье архивĕсенче упранакан дипломсемпе Хисеп грамотисем çирĕплетсе па-раççĕ.

Антоновсен хĕрĕсемпе кинĕсен чун киленĕвĕ (хобби) вара - алă ĕçĕ. Кăлачăпа тĕрленĕ саппун - тутăр тĕррисем, канвапа тĕрленĕ вырăн-тавраш капăрĕсем, стена çине тĕрлесе çакнă пейзаж ỹкерчĕкĕсем _ пурте чĕр-рĕн курăнса куçа илĕртеççĕ, кил-çурта хăтлăх кỹреççĕ. Çавăн пекех чĕнтĕр йĕппипе çыхнă салфеткăсене, тĕрлĕ сувенира, косынкăсемпе шаль тутăрсене ют çĕр-шывран илсе килнĕ тейĕн - ытла та çыпăçуллă-çке! Çак ăсталăх та ăруран ăрăва куçса пырать.

Апла пулсан, чăннипех те ырă çимĕç çитĕннĕ Антоновсен. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест" тени те тĕрĕсех. Ырă вăрлăх акнă çав Елена Петровнăпа Василий Сергеевич Антоновсем. Ахальтен мар вĕсем вĕрентнĕ ачасем чи ăшă сăмахсемпе тав тăваççĕ:

Геннадий Айхи (Чăваш халăх поэчĕ) Василий Сергеевича çапла хакласа хăйĕн кĕнекине парнелет: "Юратнă учителĕм, пĕрремĕш вулаканăм, пĕрремĕш редакторăм, пĕрремĕш критикăм".

Ева Лисина: "Çĕньял шкулне аса илсенех куç умне В.С. Антонов тухса тăрать... Ача-пăча психологине лайăх пĕлекенскер, пире темле те выляттарать, пирĕн пĕлĕве темле майпа та тĕпчет..."

Александр Алка (Чăваш халăх поэчĕ): "Хама вĕ-рентнĕ çынна сума суса..." (парнеленĕ кĕнекерен).

С. М. Ислюков: "Атте вырăнĕнче пултăр эсир маншăн..."

Владимир Ухли (писатель): "Тăван сăмаха юратма хавхалантарнă ĕçчен те хастар учителĕм..."

Ф. Кошелева: "Вы всегда остаетесь в моей памяти как чистый образец настоящего человека, замечательного воспитателя молодого поколения..."

М. МАДЮКОВА. (Çĕньял).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика