24 декабря 2014 г.
Иртнĕ эрне кун Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче 2014 çулта старт илнĕ Культура çулталăкне пĕтĕмлетрĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çитес çула ят панă Литература çулталăкне те Юхмапа Пăла тăрăхĕ кăçалхиллех пысăк хавхаланупа кĕтсе илме хатĕррине вара иртнĕ эрне кунхи савăнăçлă каç тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Çулталăк тăршшĕпе йĕркелесе пынă мероприятисене хак пама тата пахалама район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ В. Осипов хутшăнчĕ, район халăхне культура отраслĕнче çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕçсем, тунă çитĕнỹсем, малашлăх плансем пирки каласа пачĕ, уйрăм коллективсене, хастарсене Хисеп грамотипе наградăларĕ. Вĕсем вара пирĕн районта çителĕклех.
Çак каçхине чи матур коллективсемпе уйрăм артистсен пултарулăхне вара уява пуçтарăннисем тăвăллăн алă çупса хаклани Патăрьелсем ĕçре çеç мар, сцена çинче те, спортра та хастар пулнине ĕнентерсе пачĕ.
Юхма еншĕн культура çулталăкĕ йăлана кĕнĕ мероприятисене ирттерсе ярассипе çеç çыхăнман. Иртсе пыракан çулталăкра çĕнĕ утăмсем пайтах пулчĕç. Культура учрежденийĕсене модернизацилени, çĕнĕрен те çĕнĕ мечĕтсемпе чиркỹсем туни, хута яни, кану вырăнĕсене йĕркелени, отрасльти работниксен статусне пысăклатни, çынсене творчество шайĕпе аталанса пыма условисем туса пани тата ытти те _ çынсен кăмăл-туйăмĕпе ăс-хакăл пуянлăхне пысăклатмалли, пуянлатмалли лайăх мелсем. Тĕрĕссипе вара ят панă çулталăкра çеç мар, пирĕн районта ытти чухне те çулсеренех ял çыннине культурăллă канма кирлĕ услови туса пама тăрăшасси пысăк тимлĕхре.
Районта ырă йăла-йĕркесем, нумай нациллĕ туслă халăха пĕрлештерсе тăракан мероприятисем нумайлансах пыраççĕ: "Шăнкăртам вулавĕ", "Ураза_Байрам", Раштав праçникĕсем, мĕн пур халăх савăнакан акатуй-сабантуй, тĕрлĕрен турнир, автор каçĕсем тата ытти те. Çитĕнекен çамрăк ăрăва хăйсен тĕн йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентес тĕллевпе чиркỹсемпе мечĕтсем çумĕнче вырсарни шкулĕсемпе медресесем ăнăçлă ĕçлени те хамăр халăхăмăра хисеплеме, йăли-йĕркине ламран-лама куçарма пулăшать. Пирĕн районта вĕсен центрĕсем сахал мар: 18 мечĕт тата вун пĕр ялта чиркỹ ĕçлет, çĕннисене тума пикеннисем те пур.
Культура çулне пĕтĕмлетнĕ мероприятире Патăрьел çĕрĕ çинче çитĕннĕ пултаруллă сăмах ăстисем, литература каçалăкĕнче тарăн йĕр хăварнă поэтсемпе писательсем пирки те асăнмасăр иртмерĕç. Пирĕн Геннадий Айхипе Фетхи Бурнаша, Василий Миттапа Василий Давыдов-Анатрие, Кави Латыпова, Раиса Сарпие, Алексей Талвира, Михаил Юхмана тата ыттисене те хамăр çĕр-шывра çеç мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен икçĕр ытла наука çынни тухни хăйех Патăрьелсен ăс-хакăл никĕсĕ çирĕп пулнине ĕнентерет. Эпир хамăрăн Лев Кураков, Хабиб Миначев, Рафаил Шакуров академиксемпе мăнаçланмаллипех мăнаçланатпăр.
Паянхи кун пирĕн район Чăваш Енĕн юрă-кĕвĕпе, ĕлĕкхи йăла-йĕркепе пуян кĕтесĕсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра та районта 300 ытла тĕрлĕрен кружок, халăх пултарулăх ушкăнĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тăватă пин ытла этем хăйĕн чун канăçне культурăра тупнă. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн район артисчĕсем, уйрăм сцена ăстисем республика шайĕнче йĕркелекен фестивальсене, тĕрлĕрен мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Вунă коллектив "халăх" ята тивĕçни те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен культура шайĕ пысăккине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Умра _ çĕнĕ çулталăк. Вăл та кăçалхинчен начар иртмĕ Патăрьелсемшĕн. Литература çулталăкĕнче пирĕн тăрăхра çĕнĕ çамрăк хунавсем чĕрĕлессе, ăста сăвăçсемпе пултаруллă калем ăстисем сас парасса шансах тăратпăр. Кун валли вара сăлтавĕ те пысăк. Чăваш Енте ăна Константин Иванова халалланă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)