24 декабря 2014 г.
Çак кунсенче энергетика комплексĕнче вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Паян вĕсем производствăн чи пĕлтерĕшлĕ отраслĕсенчен пĕри шутланать. Вĕсен вăйĕпе, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе обществăн экономика тата социаллă пурнăçĕн мĕн пур сфери тухăçлă ĕçлет.
Çакнашкал професси уявне паллă тăвакансен пысăк ушкăнĕ _ Чăвашэнергон "МРСК Волги" кăнтăр производство уйрăмĕн электросеть районĕн ĕçченĕсем. Çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те вĕсем район халăхне татти-сыпписĕр электроэнерги вăйĕпе тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ. Коллективра ытларах пуян опыт пухнă çынсем пулни вара кирек мĕнле йывăрлăха та вăхăтра татса пама пулăшать. Ỹкер-чĕкре эсир шăпах коллективăн пĕр ушкăнне куратăр.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)