24 декабря 2014 г.
Анне... Çак сăмахран хакли, çепĕççи ачашăн пур-ши? Унăн юратăвĕ те чи çирĕппи, чи ăшши. Вăл юнашар чухне хĕвел те çутăрах пăхать, йывăрлăхсене парăнтарма та çăмăлрах.
Патăрьелĕнчи "Ачасене хушма пĕлỹ паракан центр" учрежденинче ачасен чĕринче ырăлăх туйăмне çуратас, амăшĕсене, аслисене хисеплеме вĕрентес, ăсталăхĕсене аталантарас тĕллевпе "Анне чĕри" конкурс ирттерчĕç. Унта 23 шкулти 273 вĕренекен хутшăнчĕ. Çамрăк ăру курава чустаран тĕрлĕ кỹлепе ăсталаса, сăн ỹкерчĕк альбомĕсене, рамисене хитрелетсе, шкатулкăсем, парне чикмелли хатĕрсем тата ытти те туса килнĕ. Пĕринчен тепри пахарах, хитререх. Тỹресем пĕр ачан кăмăлне те хăвармарĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесем, конкурса килнисене лауреат ячĕсем парса хавхалантарчĕç.
Л. РАСЬКИНА, директор çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)