АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçĕ салтаксене чыс та мухтав!

24 декабря 2014 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистсене парăнтарни 2015 çулта 70 çул çитет. Эпир мирлĕ пурнăçра пурăнччăр тесе пирĕн салтаксем йывăрлăхсене чăтса кунран-кун Çĕнтерỹ патне утнă. Вĕсен вилĕмсĕр ячĕсем яланах асра пулччăр тесе республикăра, районта тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ.

Декабрьте Раççейре "Аслă çĕр-шывăн паттăрĕсем" акци йĕркеленĕ. Çак тапхăрта Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем район центрĕнчи Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ А. Матросов, Ю. Гагарин, В. Комаров, О. Кошевой, Мухтав Орденĕн кавалерĕн А. Табаков урамĕсене çитрĕç. Вĕсен аллинче _ виç кĕтеслĕ 600 ытла çыру. Шăпах çакăн пеккисене кĕтнĕ те ĕнтĕ юнлă вăрçă хирĕнчен тылра юлнисем. Çывăх çыннисем чĕрĕ-сывă иккенне пĕлсен савăнăç куççулĕпе йĕнĕ.

Волонтерсем хамăр тăрăхри, республикăри тата Раççейри вăрçă паттăрĕсен пурнăçĕпе паллаштаракан çырусем хатĕрленĕ, вĕсене иртен-çỹрене салатса Çĕнтерỹшĕн камсене тав тумаллине аса илтернĕ. Чылайăшĕ хут çинчи йĕркесене хумханса вуларĕç. Сăмах май, Раççейĕн пур регионĕнче те волонтерсен корпусĕсем пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăл Патăрье-лĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вырнаçнă, ăна А. Кубикова ертсе пырать. Ытти пĕлỹ çурчĕсенче те хастарсем чылайăн, пурĕ 1000 яхăн. Вĕсем тăрăшнипе районта кашни уйăхрах тĕрлĕ мероприяти иртет.

А. АНТОНОВА, Çамрăксен парламенчĕн секретарĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика