24 декабря 2014 г.
Çул çинчи лару-тăру чылай чухне водительтен, вăл правилăсене пăхăннинчен, кирек епле кăткăс самантра та хăйне алăра тытма пултарнинчен килет. Çавăнпа та водительсене хатĕрленĕ чухне те хăвна тĕрĕс хак парассине, ыттисене хисеплеме вĕрентессине тĕпе хумалла. Çавăн пек чухне çеç çул çинчи хăрушлăха сирсе яма пулĕ. Районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем район хаçатĕнче тĕрлĕрен операци, çул çинчи йĕркесĕрлĕх, федераллă саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем пирки сахал мар çыраççĕ. Хальхинче те çул çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусемпе районти ГИБДД начальникĕпе А. Петровпа (ỹкерчĕкре) курса калаçрăмăр.
_ Александр Аркадьевич, паян урамра шартлама пулмасан та, хĕл кунĕ шутланать. Вăл вара пĕр тикĕс тăмасть: çанталăк е сивĕтсе пăрахать, е çумăр пĕрĕхсе çулсене пăрлантарса ярать. Çакăн "çимĕ-çĕ" чăн малтанах сирĕн ĕçре сисĕнет пулĕ?
_ Тĕрĕсех. Юрлă-пăрлă çанталăкра аварисем те час-час пулаççĕ. Хăш-пĕр водительсем хăйсен ăсталăхне е опытне шута илмесĕр пысăк хăвăртлăхпа çỹреççĕ, йывăрлăха кĕрсе ỹксен вара тормоз парса та ĕлкĕреймеççĕ е тата рульне итлеттереймеççĕ. Çавăнпа та çула тухакан водительсен чăн малтанах техника шанчăклăхĕ пысăк пулмалла. Унсăр пуçне çул-йĕр çинче пулакан пăтăрмахсенчен сыхланма та пĕлмелле.
Сăмах май, кăçал çул çинче пулнă аварисен шучĕ ỹсни те, вĕсенче вилекенсем, аманакансем иртнĕ çулхипе танлаштарсан нумаййи те пирĕн ĕçе тата çивĕчлетет.
_ Декабрĕн 15 _ 25-мĕшĕсенче районта "Должник" операци пырать. ГАИ штрафĕсене, ытти парăмсене вăхăтра тỹлеменнисем çак вăхăтра пакунлисен аллине çаклансан ĕç-пуç вĕçне çитетех темелле. Пирĕн районта та пакунлисен серепине çакланнисем сахал мар-тăр?
_ Çителĕклех. Кун пирки çакна та палăртса хăварасшăн. Нумай пулмасть ГИБДД инспекторĕсем паракан штрафсемпе татăлма пирĕн инспекци кантурĕнчех терминал уçăлчĕ. Водительсем парăмсене унта е тата çул çинче тĕл пулакан гаишниксем патĕнче те тỹлеме пултараççĕ. Халĕ вĕсен аллисенче те куçса çỹрекен терминал пур.
_ Çул çинче пулакан кашни синкерлĕх çыннăн шăпипе, пурнăçĕпе çыхăннă. Александр Аркадьевич, кăçал пулнă аварисенче преступниксем (çаплах калас килет) инкек пулнă вырăнтан пăрахса тарнă тĕслĕхсем пур-и?
_ Шел пулин те, ун пек тĕслĕхсем пулкаласах тăраççĕ. Çакнашкал йывăрлăхсенче вара уйрăмах çынсен пулăшăвĕ кирлĕ те. Çавăнпа та эпĕ авари тăвакан таркăнсене тупма пулăшкансене хамăр енчен хавхалантару пулассине шантарсах калатăп. Районти çирĕп йĕркепе тăнăçлăх пултăр тесен халăх дружинисен, уйрăм çынсен, хастарсен вăйĕ, пулăшăвĕ те кирлĕ.
_ Александр Аркадьевич, май пуррипе усă курса хăвăр ĕçри тата мĕнле çĕнĕлĕх пирки вулакансене асăрхаттарса хăварнă пулăттăр?
_ Ку çĕнĕлĕх çуран çỹрекенсем пирки пулĕ. 2015 çулхи июль уйăхĕнчен каçхи тĕттĕм çанталăкра çуран çỹрекенсен тумĕ çинче ятарласа çутатакан элемент пулмалла. Кун пирки ятарласа федераллă саккун та пур.
_ Тавах, сире, вулакансене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнăшăн. Сире çăмăл мар ĕçре ăнăçу та çитĕнỹ сунатăп.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)