24 декабря 2014 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче районта "Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци вăй илчĕ. Çавна май шкулсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче сывлăх урокĕсем тата кунĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, профилактика тренингĕсем тата ытти мероприятисем те йĕркелесех тăраççĕ. Вĕренекенсем районта малта тухассишĕн иртнĕ баскетбол, волейбол, мини-футбол вăййисене, кире пуканĕ çĕкленĕ çĕре, çăмăл атлетика эстафетине хаваспах хутшăнчĕç. Ĕçлекен çамрăксем те спортра хастарлăхĕсене кăтартрĕç.
Акци пынă май районти библиотекăсенче те сывă пурнăç йĕркине халалласа стендсем, сывлăх кĕтесĕсем, сăн ỹкерчĕк тата кĕнеке куравĕсем йĕркелерĕç. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăн вулав залĕнче "Паян сывлăхлă пулма май пур" ятпа калаçу йĕркеленĕ. Çул çитменнисен "Тантăш" клубĕнче "Çамрăк ăру сывă пурнăç йĕркине суйлать" информаци сехечĕ пулчĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем "Эпĕ пируспа туслашмастăп" тема тавра та калаçрĕç.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртнĕ "Эпĕ _ спорт волонтерĕ" КВН та эрех-сăра ĕçессине, пирус туртассине сивлессипе çыхăннăччĕ.
Ноябрĕн 20-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма пăрахмалли кун. Çак кун район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнче "Пирус туртни _ сывлăха сиенлетни" тренинг вăйă элеменчĕсемпе ирттерчĕç. Унта Патăрьелĕнчи çамрăксем хутшăнчĕç. Яш-кĕрĕм пирус туртассине хирĕçле плакатсем турĕ. "Вĕри тенкел" вăйă вылярĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)