27 декабря 2014 г.
ÇЫВХАРСА килекен качака çулталăкĕ начар мар кăмăлпа пуçлать. Хальхинче уяв кунĕсенче икĕ эрнене яхăнах _ январĕн 12-мĕшĕччен канатпăр. Çур уйăха яхăнах вĕт! Районти пенси фончĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çак тапхăрта никам та пенси укçине кая юлса алла илмĕ. Куншăн пăшăрханмалла мар. Ăна почтальонкăсем урлă илсе тăракансем хăйсен кунĕсенчен маларах _ 6, 8, 9, 10 числосенче илĕç, Перекет банкĕ, Россельхозбанк е Чăвашкредитпромбанк урлă çак операцине тăвакансем те Çĕнĕ çулчченех çак ыйтăва хăйсен срокĕччен маларах татма пултарĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)