27 декабря 2014 г.
Тин кăна районта Культура çулталăкне уçнăччĕ, сисмерĕмĕр те _ çулталăк вĕçленчĕ. Çак çул пирĕн районшăн мĕнпе палăрса юлĕ-ши? Культура сферинче çĕнĕлĕхсем пулнă-ши? Çак ыйтусемпе кăсăкланса район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тĕл пулса калаçрăмăр.
_ Николай Иванович, кăçалхи Культура çулталăкĕ мĕнле çĕнĕлĕхсем парнелерĕ?
_ Иртсе пыракан 2014 çул район халăхĕшĕн пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Культура ĕçченĕсемшĕн тата та хĕрỹллĕрех пулчĕ вăл. Пур çĕрте те халĕччен йĕркелемен мероприятисем турĕç. Акă, сăмахран, райцентрти кашни ĕç коллективĕ хутшăнса "Юратнă кинофильмри юрăсем" конкурс иртрĕ. Ку, паллах, çĕнĕлĕх пулчĕ. Çак конкурс хамăр хушăрах чаплă саслă юрăçсем пуррине палăртрĕ. Вĕсене малашне юрăпа ташă ансамбльне явăçтарма май пачĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, унта халĕ 3-4 çын çỹрет.
Çавăн пекех иртнĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли çинчен калакан 2007 çулхи тата кăçалхи июнь уйăхĕнче кăларнă. Чăваш Республикинчи культурăпа туризмри патшалăх политикине ăнăçлă пурнăçласа пыни çинчен калакан Указĕсемпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Мешков Хирти Пикшикри тата Пăлапуç Пашьелĕнчи культура учрежденийĕсене 400-шер пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.
Тивĕçнĕ укçа-тенкĕ кĕвĕ, çутă аппарачĕсене, видеопроекторсене, компьютор оборудованине, сцена çине тухмалли тумсене пуянлатма кайĕ.
Район аталанса пынă май культура учрежденийĕсем те тимлĕхре. _ Юлашки çулсенче республикăра культура тата библиотека учрежденийĕсене модернизацилес ĕç пырать. Пирĕн районта еплерех-ши?
_ Районта 29 библиотекăран 26-шĕ тĕслĕхлĕ шутланаççĕ. Вĕсенче пуринче те интернет пур, 16-шĕнче нумай функциллĕ Центр йĕркеленĕ. Культура çурчĕсене модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 8 учреждени хăйсен сĕмне улăштарнă. Çак ыйту малашне те пысăк тимлĕхре пулĕ.
_ Николай Иванович, районта хăш ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем маттуртарах?
_ Кăçал Туçа ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем республикăра йĕркеленĕ "Чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕ" конкурса хутшăнса 100 пин тенкĕ грант выляса илчĕç.
Çавăн пекех Пăлапуç Нурăсри, Шăнкăртамри, Ыхра Çырминчи, Шăхачри, Çĕньялти, Аслă Чементи, Тăрăнти ял тăрăхĕсен клубĕсем сăн-питне çĕнетрĕç. Кунта, паллах, культура ĕçченĕсем хастар пулни палăрчĕ.
_ Республика шайĕнче пирĕн район еплерех шутланать? _ Начар тесе калас килмест. Кăçал Чăваш Республики йĕркеленĕ "Чăваш Республикин культура территорийĕ" конкурса пирĕн район хутшăнса паллă вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех: "Аттепе пĕрле вулатпăр", "Г. Айхин ỹнер тĕнчи", "Пĕчĕк çĕр-шыв _ тĕнче тĕнĕлĕ", "Çĕр-шыв историйĕ" проектсене хутшăннă.
Районта 10 коллектив "халăх" ята çулран-çул тытса пыраççĕ. "Çăкăр" музейĕ те тăтăшах республика шайĕнче йĕркелекен куравсене илсе килсе халăха паллаштарать.
_ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çула К.В. Иванов çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Пирĕн районта еплерех тĕллевсем лартнă-ши?
_ Чăваш поэзийĕн классикне, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторне халалласа интереслĕ мероприятисем ирттерессе шансах тăратăп. Ку енĕпе район администраци специалисчĕсем, ялсенчи клуб учрежденийĕсемпе библиотека ĕçченĕсем ĕç планĕсем туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Кунсăр пуçне çитес çул Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприятисем те йĕркелеме шутлатпăр
. _ Культура ĕçченĕсене мĕн суннă пулăттăр?
_ Çитес çул та творчество туйăмĕпе хавхаланса ĕçлеме, ял çыннисене чылайлăха асра юлмалли мероприятисемпе тулли савăнăç кỹме ăнăçу сунатăп! Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен ĕç ăнать.
Калаçăва Н. МАЗЯКОВА йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)