27 декабря 2014 г.
Ватлăхра тивĕçлĕ пенси илес тесен çамрăксен мĕн пĕлмелле-ха? Çакăн пирки кăсăкланса пирĕн хаçат корреспонденчĕ Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертỹçипе Г. П. Синеевăпа курса калаçнă, ун пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă.
_ Тивĕçлĕ пенси йĕркелес тесен çамрăксен ĕçлеме пуçласан мĕн асра тытмалла?
_ Пĕрремĕш, вăл официаллă шалу укçи тỹлекен организацинче ĕçлемелле, ĕç укçине "конвертпа" тỹленипе килĕшмелле мар. Мĕншĕн тесен ĕçпе тивĕçтерекен страховани взносĕсене офицаллă ĕç укçинчен кăна Пенси фондне тỹлет. Ĕç килĕ-шĕвĕ тумасăрах стройкăна, суту-илỹ тума çỹрекенсем страховани пенсийĕсĕрех юлма пултараççĕ. Тепĕр кăтарту вăл _ ĕç стажĕ. Çĕнĕ саккунпа унăн пĕлтерĕшĕ ỹсет. 2025 çулта ĕç пенсийĕ çине тухма стаж 15 çултан кая мар пулмалла. Çавăнпа Ĕç кодексне пăхăнса Пенси фондне страховани взносĕ тỹлекен организацинче ĕçлемелле. Çакна та палăртса хăвармалла, 15 çул стажа пухма кăткăсах мар - официаллă ĕçлесен 40 çул тĕлне ку стажа пухма пулать.
Пенсине тухма кирлĕ 30 коэффициента 15 çулта икĕ чи пĕчĕк шалу виçин шайĕнчен кая мар ĕç укçи илекен çын пухма пултарать. Пулас пенсионерсен тата çакна пĕлмелле _ çĕнĕ саккун йĕркипе каярах пенсине тухнă кашни çулшăн хушма коэффициентпа ỹстерсе пенсине тỹлеççĕ. Ку пенсие самаях ỹстерме май парать. Тĕслĕхрен, пенсие 5 çул каярах тухсан страховани пенсийĕ 40 процент ытла ỹсет, 10 çул каярах тухсан пенси виçи икĕ хут ытла хăпарать. Страховани пенси саккунĕнче кун пек пĕлтерешлĕ йĕрке пĕрремĕш хут.
_ Çамрăксен пухăнса пыракан пенсие йĕркелесси мĕнле пулса пырать-ха?
_ Малалла страховани пенсипе пухăнакан пенсие уйрăм йĕркелеççĕ. Хальхи çамрăксем малашне пухăнса пыракан пенсине хăйсен ирĕкĕпе йĕркелеме пултараççĕ е пур взноса та страховани пенсийĕ çине яма пултараççĕ. Страховани пенсине йĕркелесен пенси прави кашни çул пенси хăпарнă май ỹссе пырать, вăл инфляци шайĕнчен сахал мар пулать. Пухăнса пыракан пенсине харпăр хăй хутшăнса корпоративлă пенсипе тивĕçтерсе патшалăх тытăмне кĕмен фондра йĕркелеме май пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)