АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемпе пĕрле пуçтарăнса канашларĕç

27 декабря 2014 г.

Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи бизнеспа инкубатор базинче "100" таранах!"("На все "100!") çамрăксен форумĕ иртрĕ. Унта район администраци çу-мĕнчи Çамрăксен правительстви, депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕ, ял тăрăхĕсенчи тата организаци-предприятинчи яш-кĕрĕм хутшăнчĕ.

Форума райадминистрацин вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр директорĕ А. Адикина уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче каччăсемпе хĕрсен аллинче пуласлăх иккенне палăртса хăварчĕ. Районта кăçал патшалăхăн çамрăксен политикине реализацилесси еплерех пынине пĕтĕмлетрĕ. Ял поселенийĕсенчи Çамрăксен канашĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче, республикăра йĕркеленĕ мероприятисене хутшăннин мониторингĕпе, кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Бизнес-инкубатор директорĕ А. Ялуков центр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Хĕрсемпе каччăсене çитес çул ăнăçу, йывăрлăхсене çĕнтерме сунчĕ. Мероприятинче çавăн пекех

Çамрăксен правительствин председателĕ Ч. Ишмуратова, территоринчи суйлав комиссийĕ çумĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ Д. Федоськин тухса калаçрĕç. Çамрăксен правительствипе парламенчĕ "Хĕл Мучи академийĕ" проект хатĕрленĕ. Вăл пурнăçра йывăрлăха лекнĕ ачасене уявсем туса парассипе ĕçлет. Çамрăксемпе ĕçлекен центрăн методисчĕ А. Антонова шăпах çакăн пирки сăмах пуçарчĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика