АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТĂВА СУТМАççĕ

27 декабря 2014 г.

 Венера хỹхĕм пит-куçлă хĕр. Хулара аслă шкулта вĕреннĕ май тăван килне час-часах килсе те çỹреймест. Виçĕ эрнерен е уйăхран тин яла çитет.

Лăпкă кăмăллă, сăпайлă пикен савнийĕ çарта хĕсметре тăрать. Ăшă та юратуллă сăмахсем çы-рать вăл.

Юрату... Мĕн тери ырă та асамлă туйăм-çке! Ун хăватне пула чиперкке хăйне телейлĕ тата хỹтлĕхре туятчĕ. Савнă çынни ашшĕ-амăшĕ, шăллĕ-йăмăкĕ, савнă хĕрĕ каçсерен лăпкă çывăрччăр тесе чикĕре тăрать-çке.

Сергейпа Венера ачаран туслă ỹсрĕç. Кỹршĕсем пулнăран яланах пĕрле вылянă, шкула утнă, культура çуртне те иккĕшех кайнă. Хĕрпе каччă шутне кĕрсен каçхи тỹпере çăлтăрсене юнашар тăрса шутлма пикеннĕ. Пике сăпайлă, тỹрĕ чунлă пулнăшăн йĕкĕт ăна юратрĕ.

Каччăпа хĕр пĕр çултахчĕ. Сергей 11 класс пĕтерсенех хĕсмете кайма ят тухрĕ. Пĕр каçра Венера сăмса тутри çине кĕл чечексем тĕрлерĕ.

"Хĕрлĕ çеçке _ юрату палли. Çак сăмса тутри сана пирĕн юратăва упрама пулăштăр", _ тесе парнелерĕ вăл ăна савнă тусне салтака ăсатнă каç.

_ Эсĕ мана кĕтетĕн-и?_ хĕр куçĕнчен тимлĕн тинкерчĕ яш.

_ Паллах, е эсĕ мана халĕччен те пĕлсе çитеймерĕн-и? _ ыйту çине ыйтупа хуравларĕ хĕр.

_ Хамăр хушша ют çын кĕресрен питĕ хăратăп.

_ Вăл вара хамăртан кăна килет, _ кĕскен пĕлтерчĕ Венера.

Вăхăт шурĕ. Чиперкке хыççăн чупакансем, унпа туслашас текенсем ялта та, хулара та пулчĕç. Венера пĕринпе те калаçмарĕ. Савнийĕ унăн чĕринче тарăн тымар янăччĕ çав.

Юратăва пĕр çын упранипе кăна сыхласа хăвараймастăн. Ачаш та çепĕç туйăма таптаканни Сергей хăйех пулчĕ. Вăл яла таврăнмарĕ. Пĕр офицер хĕрне качча илсе контракт службине куçрĕ. Анчах хула пикипе ял йĕкĕчĕ пĕрле çулталăкран ытла пурăнаймарĕç. Сăлтавĕ _ çамрăк арăм мăшăрĕ пур çĕртех тепринпе явăçса кайни.

Килне, тăван тăрăха каялла таврăнчĕ ĕнерхи салтак. Хĕрпе тĕл пулу шырарĕ, сỹннĕ юратăва чĕртесшĕн пулчĕ. Чăн та, Сергейпа Венера курнăçрĕç. Пике яла килнине пĕлсен ăна çын урлă чĕнтерсе кăларчĕ.

_ Каçар мана, Венера, каçар! Юратăва вараларăм. Тен, иртнĕ йăнăша тỹрлетме пулать? _ çутă шанăç кĕтсе тинкерчĕ вăл тусĕн куçĕнчен тĕрленĕ сăмса тутрине чĕри çумĕнчех упранине пĕлтерсе

_ Çук, Сергей. Пурнăçра пĕрре сутнă çын тепĕр хут çак утăма тумасть тесе кам шантарĕ? Юратура вара шанчăксăрлăх, ултав кирлĕ мар. Çĕр çинчи чи çепĕç туйăма сутмаççĕ...

Е. КРЫЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика