31 декабря 2014 г.
Нумай пулмасть çеç-ха Лаша çулталăкĕнче пĕр-пĕрне ăнăçу, телей, чи кирли вара çирĕп сывлăх сунса, тулли куркасене çĕкленĕччĕ. Сисмерĕмĕр те, кăвак лаша вырăнне алăк урати умне мăйракаллă качака çитрĕ те тăчĕ. 2014 çулхи чĕлхесĕр янаварпа танлаштарсан, качака путсĕр выльăх шутланать. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра кỹршĕпе хирĕçес, чăркăшас кăмăл пулсан, качака усрама сĕнеççĕ. Ку чухне тĕрлĕрен астрологсем çирĕплетекен гороскоп паллиллĕ черетлĕ çулталăк та пĕрне телей, теприне ăнăçу, виççĕмĕшне ытлă-çитлĕ пурнăç илсе килĕ. Ĕмĕтленнисем çитсе пыччăрах! Çапла пултăрах! Пĕр шухăша çеç каламасăр хăварасшăн мар: качака çулталăкĕнче никамăн та мăйрака ан шăттăр тата качакаланас йăла ан пултăр! Вулаканăмăра панă ырă сĕнỹпе пĕрлех пирĕн хаçат сотрудникĕ иртсе пыракан çулталăк камшăн мĕнле йĕр хăварнипе кăсăкланнă. 365 кун лаша евĕр ĕçленин усси пулнă-ши? Пулнах, кун пирки пире хăш-пĕр юлташсем хăйсен шухăшĕсене уçса пачĕç.
А. Фомин, районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăм начальникĕ:
_ Район по-лицийĕ яланхиллех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен тăнăçлăхĕшĕн мĕн пур майсемпе усă курса ĕçлерĕ. Çакна республика шайĕнче пирĕн тивĕçĕмĕре лайăх енчен хак пани те çирĕплетет. Мĕн пур кăтартусемпе эпир республикăри вăтам цифрăран пысăкрах балл пуçтартăмăр. (Республикипе _ 53,09 пулсан, пирĕн _ 55,42 балл). Çакă, паллах, малашне йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен хăйсен ĕçне хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пысăк пресс-конференцире çине тăрса ĕçлемелли принципсем çинче чарăнса тăчĕ, малашне вĕсене кашнийĕн тĕпе хурса ĕçлемелле.
Пирĕн ĕç кăтартăвĕ вăл пĕр хамăртан çеç килмест. Халăх ăнланулăхĕ пысăк пулни, вăл саккун йĕркине пăхăнни, хамăра пулăшакан влаç органĕсемпе, халăх дружинисемпе, депутатсемпе, уйрăм хастарсеме пĕрле ĕçлени çеç хăйĕн "çимĕçне" пама пултарать. Çĕнĕ çулта та пурте пĕр шухăшлă пуласчĕ.
Лаша çулталăкĕ район полицийĕшĕн çĕнĕлĕхпе те палăрса юлчĕ. Чылайăшĕ районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕпе юнашарах пысăк хуралтă çăкленнине сăнанă-тăр. Кăçалхи августăн 31-мĕшĕнче суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн преступлени тăвакансене вăхăтлăх тытса тăмалли изолятор хута кайрĕ, "ИВС" тетпĕр ăна. Кунта мĕн пур услови çителĕклĕ, харăсах айăпланнă вун пĕр çынна вырнаçтарма пулать. Çылăха кĕрекенсем вара тупăнсах тăраççĕ. Ку таранччен çĕр ытла çын ун витĕр тухма та ĕлкĕрнĕ.
Тепĕр савăнăçлă самант _ шалти ĕçсен пайне çулталăк хушшинче виçĕ çĕнĕ техникăпа тивĕçтерни. Çакă пирĕн ĕçе тата ытларах лайăхлатма, преступленисене оперативлă уçса пама пулăшасса шанас килет.
С. Чернова, райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ:
_ Пирĕн район республикăра пысăккисенчен пĕри çеç мар, пур енĕпе те ăнăçлă аталанса пыракан муниципалитет та шутланать. Тĕрлĕрен программăсемпе проектсене явăçса хушма инвестицисем тупни чăн малтанах район халăхĕн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир юлашки çулсенче социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсемпе республикăра ырă тĕслĕхлисен шутĕнче.
Иртсе каякан çулталăкра район тухăçлă ĕçлерĕ, кашни отрасльтех çĕнĕ ỹсĕмсем пур: çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, культура çурчĕсем çĕнелеççĕ, çулсем сарăлаççĕ тата ытти те. Сăмахран, ял тăрăхĕсене комплекслă, пĕр вырăнта тăвас тата хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли проектпа килĕшỹллĕн кăçал Шăнкăртамра пысăк ĕç пуçларĕç. Кунти микрорайонти тăватă урамра автомобиль çулне тума пикеннĕ, ытти ĕçсем те пайтах-ха. Мĕн пур укçа çăл куçĕнчен кăçал çеç 49 миллион тенкĕ уйăрнă. Программăна кĕнĕ ĕçсене пурнăçлама 2014 _ 2016 çулсенче 215 миллион укçа-тенкĕ кайĕ.
Нумай пулмасть районăн 2014 çулхи бюджетне тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 бюджетне улшăнусем кĕртсе йышăнтăмăр. Çĕнĕ çулта та район хысни аталану валли чухăн мар темелле. Тĕрлĕрен сас-хурана пăхмасăр кашни организаци, предприяти, уйрăм хуçалăх тухăçлă та тупăшлă ĕçнени хамăрăн пурнăçа лайăхлатмах пулăшĕ.
Сăмах май каласан, Светлана Алексеевнăшăн иртсе пыракан çулталăк тепĕр савăнăçлă пулăмпа та çырăнса юлчĕ-тĕр. Кун пирки вăл хăйне сăпайлă тытрĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: финанс системинче чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшакан ăста сециалиста акатуй-сабантуйра Раççей шайĕнче "Финанс ĕçĕн работникĕ" пулнине ĕнентерекен Хисеп грамотине парса наградăларĕç. (Автортан). Çакă финансистшăн асра юлакан самант темеллех пулĕ.
В. Никитин, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ:
_ Культура çулталăкĕ камшăн мĕнпе асра юлчĕ-тĕр, анчах та пирĕншĕн вăл чăнласах та истори страницине çырăнчĕ. Çавăнпа та Çĕнĕ çула савăнăçлă кăмăлпа, хавхаланса кĕтсе илме Пăлапуç Пашьелсен сăлтавĕ те пысăк. Чăваш Республикин Президенчĕн ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли çинчен тата Чăваш Республикинчи культурăпа туризмри патшалăх политикине ăнăçлă пурнăçласа пыни çинчен калакан Указĕсемпе килĕшỹл-ĕн конкурса хутшăнса эпир 400 пин тенкĕлĕх сертификата илме тивĕçрĕмĕр. Çакă пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу пулчĕ, ялти культура çуртне пуянлатма, артистсен тумне улăштарма
май туса пачĕ. Район ертỹçисем культура аталанăвĕн ыйтăвне айккине хăварманни паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Май пуррипе усă курса пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, сывлăх, телей, ăнăçу пултăр, кашни килтех телей йăл култăр!
А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)