31 декабря 2014 г.
вĔмĕтпе пурăнакансем çунатлă та, телейлĕ те теççĕ. Кам ĕмĕтленмен-ши хăйĕн пурнăçĕнче Хĕл мучи е Юр пике пулма? Анчах шел, çак телей кашнийĕншĕнех йăл кулмасть. Çапах та паян эпĕ Хĕл мучи пулсан...
вЧăн малтан сусăр ачасене хамăн асамлă патакпа сĕртĕнсе сыватăттăм. Ан тив, вĕсем те хăйсене ыттисемпе тан туйччăр.
вТăлăх пепкесене ырă атте-аннесем валеçĕттĕм. Ырă тĕслĕхлисем пирĕнпе юнашарах пур.
вЫтлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнма ĕç укçисене, пенсисене шайлаштарăттăм. Вĕсем пĕри тепринчен çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса ан тăччăр.
вЯлсенче кĕркунне-çуркунне кĕме-тухма çук урамсене "çутта" кăларăттăм. Çак шухăша Раççей Президенчĕ В. Путин кăçалхи Çырăвĕнче те çивĕчлетрĕ.
вСиплев учрежденийĕсенче çынсем тỹлевсĕр сипленччĕр, аслă шкулсенче те çак меслетпех ăс-тăн илччĕр тесе тăрăшăттăм.
вКоммуналлă çăмăллăхсен хакĕсене пусарăттăм. Вĕсем ял çыннине мăйран ан пăвччăр.
вКу чухне тĕрлĕ кĕтессенче пыракан хирĕçтăрăва, пăлханăва чарса лартăттăм. Çĕр çинче ăнланупа пысăк Юрату çеç хуçалантăр. Çавăн чухне çеç пуриншĕн те телей пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)