31 декабря 2014 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕшĕн иртсе кайнă юбилейлă çулталăк чылай ырă пулăмсемпе çырăнса юлчĕ. Тăван шкул саккăрмĕш теçетке тултарнă çулталăкĕнчи истори пĕлтерĕшлĕ тепĕр пысăк мероприяти те йĕркеленсе иртрĕ. Çĕнĕ çул умĕн 1в тата 5в классен никĕсĕ çинче пуçласа "Çамрăк пограничниксем" кадет класĕсем уçăлчĕç. Сăмах май каласан, пур енĕпе те кăтартуллă шкулта уйрăм тумпа çỹрекен кадетсем пулни çĕнĕлĕх мар. Ку таранччен районти "Морское братство" общество хастарĕсен пуçарăвĕпе çамрăк моряксен виçĕ класĕ вĕренỹре те, общество пурнăçĕнче те хастар пулма, класс, шкул чысне çỹлте тытма, аслисене хисеплеме тупа тунăччĕ. Хальхинче вара çамрăк чикĕ хуралçисем çавнашкалах çирĕп сăмах каларĕç.
Акт залне шкул ачисемпе вĕрентекенсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕпе хăнасем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Мероприятие шкул директорĕ Н. Андреева уçрĕ, вĕренекенсемшĕн, коллектившăн çакнашкал пархатарлă ĕç тăвакансене ятран асăнчĕ, вĕсене тав турĕ, Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Хисеплĕ хăнасемпе ветерансем хушшинче республикăри пограничниксен обществăлла организацийĕн правлени председательне А. Шорникова, унăн çумĕсене _ Е. Алексеевпа С. Андреева, районти çар комиссариачĕн пай пуçлăхне П. Васюкова, обществăн районти хастарĕсене М. Харитонова, А. Быкова, К. Михеева, А. Агеева, чикĕ хуралçисен ветеранне Н. Чурбанова курма тата вĕсен салам сăмахĕсене итлеме пурне те кăмăллă пулчĕ.
_ Кадетсем _ патриот туйăмлă çынсем. Вĕсем хăйсен чыслăх Кодексне пăхăнаççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Симĕс беретлă çамрăксем шанчăклă юлташ, спортсмен, мал ĕмĕтлĕ пулмалла. Унсăр пуçне чи кирли _ вĕренỹре те ырă тĕслĕх кăтартмалла,_ терĕç чикĕ хуралçисен ветеранĕсем çамрăксене "пил" сăмахĕ каласа беретсем тăхăнтартнă май.
Уяв савăнăçлă кăмăл-туйăмпа вĕçленчĕ. Шкул ачисемпе пограничниксем çамрăк чикĕ хуралçисене _ кадетсене _ халалласа юрăсем шăрантарчĕç, пĕрле сăн ỹкерттерчĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)